Олег Николаев республикӑри муниципалитетсенче тирпей-илем кӗртес енӗпе ӗҫсем мӗнле пынине пӑхса тухнă

Олег Николаев посмотрел, как идут работы по благоустройству в муниципалитетах республики

Ҫурла уйăхĕн 18-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуҫлăхĕн тивĕҫĕсене вăхăтлăха пурнăҫлакан Олег Николаев ĕҫлĕ визитпа Каҫал енре пулнă.  Унта вăл тавралăха тирпей-илем кĕртессипе пурнăҫланакан ĕҫсемпе паллашнă. Паянхи кун тӗлне асăннă муниципалитетра палăртса хунă мĕнпур ĕҫсен 52 процентне пурнăҫланă.  Енчен те планри ĕҫсем пурнăҫлансан районăн сăн-сăпачĕ тата та ырă енне улшăнĕ тенĕ пухăннă хăнасем.  Инфратытăм ҫĕнелет, ҫулсем тирпейленеҫҫĕ, ҫавна май социаллă пĕлтерĕшлĕ объектсен ҫывăхĕнче  тасалăх хуҫаланасси никама та иккĕлентермĕ. Аслă урамсенче ҫутăсем тăвас, палăксене юсаса ҫĕнетес ыйтусем те кулленех кун йĕркинче тăнине каланă вырăнти ертӳлĕх.   Палăртма кăмăллă, пуҫаруллă хастарсене пула, «Танк-80»  палăк ҫĕкленсе ларнă, ăна Тăван ҫĕршвăн Аслă вăрҫинче Ҫĕнтерӳ тунине халалланă. Каҫал ен тăрăхĕнче пурăнакансен ĕҫне пысăка хурса хакланă Олег Николаев.

«Историе манманшăн, унпа мăнаҫланса пурăннăшăн сирĕнпе пĕрле эпĕ те хавхаланатăп.  Обществăлла вырăнта ҫар техники пулни илемлĕх кăна мар, ҫитĕнекен ăрăва патриотла воспитани пама та витĕм кӳрет.  Малашне те пӗрле ҫапла хастар ĕҫлĕпĕр.  Хăвăрăн территорине илем кĕртессипе вырăнти халăха явăҫтарни паха, вĕсен сĕнĕвĕсене шута илсе ĕҫе пурнăҫлани тата та лайăхрах объектсем тума хистет», - тесе каланă регион Пуҫлăхĕн тивĕҫĕсене вăхăтлăха пурнăҫлакан палăка ҫĕклесе лартнă пуҫаруллă ҫынсем умӗнче.

Канаш районĕнче те хăйне евĕр пуҫаруллисем ҫук мар. Чакаҫ тăрăхĕнче Мăкăр кĕперĕ ҫывăхĕнче пулса курнă май, Олег Николаев ҫакна тепĕр хут курса ĕненнĕ.  Ҫак пĕртен-пĕр объект, районшăн анчах мар, ыттисемшĕн те питĕ витĕмлĕ.  Вырăнти аслă ҫулсенчи ҫынсем паллă кĕпер ҫĕр ҫул каялла хута кайни ҫинчен каласа кăтартнă регион Пуҫлăхĕн тивĕҫне вăхăтлăха пурнăҫлаканпа хăнасене.  Асӑннӑ кĕпере Канаш районĕпе Чăваш Республикин историпе культурин палăкĕ тесе йышăннă.     Тăван ҫĕршывăн Аслă вăрҫи вăхăтĕнче  вӑл уйрăмах пысăк пĕлтерĕшлĕ пулнă.  Хальхи вăхăтра унпа тăтăшах туристсем кăсăкланаҫҫĕ тесе каланă районта пурăнакансем.  Паллă, объекта тирпейлесе тăман, ун ҫывăхĕнче тасамарлăх хуҫаланнине те асăрханă пухăннă халăх.  Кунта ялти халăх хăй ирĕкĕпе кĕпер ҫывăхĕнче таса пултăр тесе субботниксем йĕркеленине пĕлтернĕ Леонид Михайлов сумлӑ ватă.  Ҫав тери аван, кĕркуннепе ҫуркунне вăхăтĕнче йывăҫ-тĕм те лартса хăварма пикенеҫҫĕ ялта пурăнакансем. Пурпĕрех ку ĕҫсем ҫителĕксĕр пулнине, малашне тата та комплекслăрах ĕҫлесе пымаллине палăртнӑ пухăннисем.  Регион Пуҫлăхĕн тивĕҫĕсене вăхăтлăха пурнăҫлакан тӗлӗнтермӗш кӗпер региона туристсене ытларах явăҫтарма витĕм кӳрессине те шанса каланă.  Малашне ку объект ҫывăхĕнчи ытти ĕҫсене плана кĕртсе пĕрле ĕҫлеме палăртнине те  асăннă. Кĕпере ҫĕнетсе хăтлăх кӳртсен вăл илемлĕрех пулĕ, курма пыракансене те савӑнтарĕ тенĕ регион Пуҫлăхĕн тивĕҫĕсене вăхăтлăха пурнăҫлакан. 

«Пирĕн пурсăмăрăн та пĕр тĕллев – объекта ҫĕнетесси, тавралăхра тирпей-илем кĕртесси, ытларах та ытларах туристсене явăҫитарасси», -  тенĕ сăмаха пĕтĕмлетсе Олег Николаев.   Туристсен картти ҫинче  аслă кĕпер ятарлă вырăн йышăнасса эпир пурсăмăр та шанатпăр.

Канаш районĕнче тата тепĕр паллă вырăн та пур. Шăхасан салинче чăваш халӑхӗн мухтавлӑ поэчӗ Михаил Ҫеҫпĕл 1914-1917-мĕш ҫулсенче шкулта вĕреннĕ.  Икĕ хутлă шкула 1819 ҫулта хăпартса лартнă.  Хальхи вăхăтра ку шкулта районти тĕп вулавăша вырнаҫтарнă.  Ҫурта тĕпрен ҫĕнетсе улăштарма плана кĕртнĕ.  Федераци тата республика хыснинчен пурĕ 18 млн уйăрнă.  Поэта халалланă пӳлĕмсемпе кĕрсе паллашнă ҫав шкулта хăнасем, музей ĕҫĕпе кăсăкланнă.

Ҫак кун Олег Николаев вырăнти активпа тĕл пулса калаҫнă.  Ял поселенийĕсен пуҫлăхĕсем хăйсене кăсăклантаракан ыйтусем пирки пĕлтернĕ  республикăра килсе ҫитнĕ ертӳҫĕсене. Халăха хумхантаракан ыйтусем ҫинчен те асӑннӑ.  Чи малтанах, Олег Николаев халăхран ялсене тирпей-илем кĕртме уйăрнă 100 пин укҫа епле тăкакланни ҫинчен ыйтса пĕлнĕ.  Чăваш автономи облаҫне йĕркеленĕренпе 100 ҫул ҫитнине халалланă укҫа-тенкĕ тĕллевлĕн тăкакланмаллине те асăрхаттарса хăварнă.  Тĕлпулура ытти ҫивӗч ыйтусене те сӳтсе явнă, кашнинпех тивĕҫлĕ йышăнусем туса хăварнă.



19 августа 2020
16:16
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter