Олег Николаев ял хуҫалӑх таварĕсене тирпейлекен предприятисенче ĕҫлĕ визитпа пулнă

Олег Николаев с рабочим визитом посетил ряд предприятий республики, занимающихся переработкой сельхозпродукции

Ҫурла уйăхĕн 18-мĕшĕнче Чăваш Ен Пуҫлăхĕн тивĕҫĕсене вăхăтлăха пурнăҫлакан Олег Николаев ĕҫлĕ визитпа Ҫĕрпӳ, Каҫал ен, Канаш районĕcенче пулнă. Асӑннӑ муниципалитетсенче вӑл чи малтан ял хуҫалăх таварĕсене тирпейлесе кăларассипе ĕҫлекен предприятисене ҫитсе килнĕ, унти ĕҫ-хĕлпе тĕплĕнрех паллашнă.

Ҫĕрпӳ районĕнче вырнаҫнă «Авангард «Цивильский Бекон» тулли мар яваплă общество филиалĕнче  ертӳҫĕсем Олег Николаева комплекс тирпейлесе кăларакан таварсем пирки каласа кăтартнă.  Предприятире сыснасем кăна ĕрчетессипе ĕҫлемеҫҫĕ, выльăх апачĕсене хатĕрлессипе те ырми-канми тăрăшаҫҫĕ.  Пухса илнĕ тĕш тырра предприятинче выльăха валли хатĕрлеҫҫĕ. «Авангард»  тулли мар яваплă обществăн  генеральнăй директорĕ Николай Курчаткин хăйĕн сăмахĕнче 2020 ҫулта предприяти ĕҫченĕсем 4772 га ҫĕр лаптăкĕ ҫинче тыр-пул акса хăварнине хыпарланă, паянхи куна мĕнпур лаптăкран 42 процентне пухса илме ĕлкĕрнĕ тенĕ вăл.  Пĕр гектар ҫĕр лаптăкĕнчен тĕш тырă  тухăҫлăхĕ 61 центнерпа танлашать. 

Кăшăл вирус чирĕ алхасать пулин те, сĕт-ҫу таврашĕ туянакансен хисепĕ  чакман тесе пĕлтернĕ ертӳҫĕ, предприятире тăрăшакансем те ҫакнах ҫирĕплетсех каланă.   Калăпăр, кунне   Гульнара Хайрутдинова Каҫал енре ял хуҫалăхне аталантарассипе тăрăшать.  Вĕсем 300 тонна ытла сĕт тирпейлеҫҫĕ.   Тăпăрчă, ҫу таврашне те предприятинче тимлекенсем чылай туса кӑлараҫҫĕ.  Вĕсен паха таварне республикăра анчах мар, унăн тулашĕнче те хапăл тусах йышăнаҫҫĕ тенĕ хуҫалăха тытса пыракан. Уйрăмах Чулхула, Тутарстан Республикинче пурăнакансем  таварсене питĕ ырлаҫҫĕ тесе сăмаха ҫирĕплетсе каланă вăл.

Тепĕр пысăк предприятисенчен пĕри – соус таврашне хатӗрлесе кăларакан «Девелей» тулли мар яваплă общество. Апат-ҫимĕҫ валли тĕрлĕ приправа таврашĕ производствăра тирпейленсе тухать. Халăх хушшинче вĕсен таварĕ анлă сарăлнă, ытларах ресторансенче тăрăшакансем ыйтаҫҫĕ тенĕ предприяти ертӳҫи.   

Регион Пуҫлăхĕн тивĕҫĕсене вăхăтлăха пурнăҫлакан Олег Николаев ял хуҫалăх таварĕсене тирпейлесе кăларас ыйту ҫине тимлĕх уйăрма чĕнсе каланă.  Пысăк технологисен витĕмлĕхне тĕпе хумалла, ун чухне таварсен пахалăх шайĕ ӳсесси никама та иккĕлентермĕ тенĕ вăл.

«Пысăк тĕллевсенчен пĕри – Чăваш Енре ял хуҫалăх тытăмĕнче тирпейленекен мĕнпур таварпа тĕллевлĕн усă курасси.  Пирĕн условисем те ҫук мар. Ҫĕр ĕҫченĕсем тĕрлĕ ӳсен-тăран акса ҫитĕнтереҫҫĕ. Ытти ҫĕршывсенчен илсе килмесĕрех, хамăр тăрăхрах ҫителĕклĕ ӳсен-тăран культурисем», - тенĕ Олег Николаев журналистсемпе калаҫнă май. 

Палăртнă кун,  ертӳҫĕсем предприятисен ĕҫĕсемпе паллашнă хыҫҫăн, агропромышленноҫ комплексне аталантарассипе ĕҫлекен Правительство комиссийĕн анлă ларăвне ирттернĕ.  Палăртса хăваратпăр, ҫав кун Чăваш Республикин Ял хуҫалăх министерствин анлă канашлăвӗ те пулса иртнӗ,  пысăк ĕҫе  ку хутĕнче Канаш районĕнче ирттернĕ. Унта пухăннисем ял хуҫалăх пайĕнчи кăҫалхи пĕрремĕш ҫур ҫулхи ĕҫ кăтартăвĕсене пăхса тухнă, пуласлăх валли тĕллевсем палăртса хăварнă.  Яланхиллех, йăлана кĕнĕ тăрăх, хисепе тивĕҫнисене Шупашкартан килнĕ сумлă хăнасем патшалăх наградисене парса чыс тунă. 



19 августа 2020
13:16
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter