Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗн тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑх пурнӑҫлакан Олег Николаев Чукун ҫул ĕҫченĕн кунĕпе саламлани

Чукун ҫул комплексĕн хисеплĕ ĕҫченĕсем тата ветеранĕсем!

Сире професси уявĕпе  - Чукун ҫул ĕҫченĕн кунĕпе  саламлатăп!

Чукун ҫул транспорчĕ пирĕн ҫĕршывăн экономикин тата регионсен хушшинчи ҫыхăнусен аталанăвĕнче пĕлтерĕшлĕ вырăн йышăнать. Вăл йĕркеллĕ ĕҫлени, пассажирсене хăрушлăхсăр илсе ҫӳрени, тиевсене вăхăтлă илсе ҫитерни хальхи общество пурнăҫĕнче питĕ кирлĕ условисем пулса тăраҫҫĕ. Ахальтен мар ĕнтĕ чукун ҫулсене патшалăхăн транспорт артерийĕсем теҫҫĕ. Вĕсем хуласене, регионсене тата ҫĕршывсене ҫыхăнтараҫҫĕ.

Паян отрасль ĕҫченĕсен умĕнче пысăк тĕллевсем тăраҫҫĕ: инфратытăмпа техника никĕсне ҫĕнетесси, пулăшу ĕҫĕсен пахалăхне тата транзит майĕсемпе усă курассин тухăҫлăхне ӳстересси. Ҫак ыйтусене татса парса эсир Раҫҫей аталанăвне пысăк тӳпе хывасса шанатăп. Эсир ҫакна тума пултарасса ҫирĕп ĕненетĕп, сирĕн кун валли мĕн кирли йăлтах пур: паха опыт, пĕлӳ, ăсталăх шайĕ тата яваплăх.    

Сире пархатарлă ĕҫĕршĕн чĕререн тав тăватăп. Ҫирĕп сывлăх, палăртнă тĕллевсене тата плансене пурнăҫлама сунатăп. Уяв ячĕпе!

 

Чăваш Республикин

Пуҫлăхĕн тивĕҫĕсене вăхăтлăх пурнăҫлакан                     Олег Николаев  



02 августа 2020
07:00
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter