Олег Николаев Раҫҫей Пенси фончӗн Чӑваш Енри уйрӑмӗн представителӗсемпе тата Пенсионерсен пĕрлешĕвĕн регионти уйрӑмӗн пайташĕсемпе тĕл пулса калаҫнă

Олег Николаев пообщался с представителями  отделения Пенсионного фонда  России по Чувашии и членами регионального отделения Союза пенсионеров

Ҫурла уйăхĕн 20-мĕшĕнче  Чăваш Ен Пуҫлăхĕн тивĕҫĕсене вăхăтлăха пурнăҫлакан Олег Николаев Раҫҫей Федерацийĕн Пенси фончĕн Чăваш Енри уйрăмне ĕҫлĕ визитпа ҫитсе килнĕ.  Палăртса хăвармалла, Шупашкарти управленире 371 пин пенсионер тĕрлĕ пулăшу илет. Кунсăр пуҫне ытти категорири граждансем те  пенсипе ҫыхăннă патшалăх пулăшăвĕсене ҫак уйрăмра тивĕҫеҫҫĕ.  Нумай ачаллă ҫеамьесем амăшĕн капиталне илме шăпах ҫак уйрăма ҫӳреҫҫĕ.  Пенси фончĕ хальхи технологисене тĕпе хурса ĕҫлет.  Ҫынсем паян цифра технологийĕсемпе усӑ курса килтен тухмасăрах хăйсене кирлĕ пек пулăшусене илме пултараҫҫӗ.  Специалистсем ҫынсен ыйтăвĕсене туххăмрах хуравпа тивĕҫтереҫҫĕ. Онлайн-пулăшу программа йӗркеллӗн пурнăҫа кĕрсе пырать.   Ку ĕҫе кăҫал ҫĕнĕ форматпа ҫĕртме уйăхĕнче пуҫарса янă. Паянхи куна илес пулсан, онлайн-пулăшу уйрăмне пурĕ 600 ыйту килнĕ. Вĕсене пурне те вăхăтра тулли хурав панă тесе ҫирĕплетнĕ паянхи тĕлпулăва пухăннă ертӳҫĕсем.  

Раҫҫей Федерацийĕн Пенси фончĕн Чăваш Енри уйрăмĕн управляющийĕ Роза Кондратьева хăйĕн сăмахĕнче халăха пахалăхлă пулăшупа вăхăтра тата туллин тивĕҫтересси - приоритетлă ыйтусенчен пĕри тесе палăртнă.   2020 ҫулта ҫынсен пенсине ӳстерес тӗллевпе хăш-пĕр мероприятисем йĕркелени ҫинчен те каласа кăтартнă вăл. Граждансене социаллă пулăшусем парассипе те сахал мар тăрăшнине асăннă сăмаха малалла тăснă май.

Олег Николаев республика Правительстви ватăсене уйрăмах пысăк тимлĕх уйăрнине каланă,  социаллă пĕлтерĕшлĕ тĕрлĕ пулăшусем парас ĕҫсем кулленех пурнăҫа кĕрсе пынине  палăртнă.

«Калăпăр,  регионта юлашки икĕ уйăх хушшинче пысӑк пĕлтерĕшлĕ мероприятисем йĕркелесе ирттерме май килчĕ.  «Вăрҫă ачисен» статусне палӑртса хӑварнă, ҫакӑн ҫинчен калакан саккуна алă пусса ҫирĕплетнĕ. Тепĕр ҫĕнĕлĕх: аслă ҫултисем хăйсен сывлăхне ҫирĕплетме спорт комплексĕсене, вӗсем туллин ӗҫлемен вӑхӑтсенче, тӳлевсӗр ҫӳреме пултараҫҫĕ», - тенĕ ертӳҫĕ.  Сăмах май, ҫакăн евĕр пуҫаруллă ĕҫсене Пенсионерсен пĕрлешĕвĕн пайта-шĕсене хастартарах хутшăнма сĕннĕ.  Халăхăн пурнăҫ условийĕн шайне ӳстерес тесен пурин те пĕрле алла-аллăн ĕҫлесе пымалла тенĕ Олег Николаев

Мероприяти вĕҫленес умĕн регион Пуҫлăхĕн тивĕҫĕсене вăхăтлăха пурнăҫлакан Пенси фондĕнче тăрăшакансене тухӑҫлӑ ĕҫленĕшĕн, хăйсене шанса панă тивӗҫе тӳрĕ кăмăлпа пурнăҫланăшăн тав тунă, йӑлана кӗнӗ йӗркепе чи хастаррисене патшалăх наградисене парса чысланă. 



20 августа 2020
16:00
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter