"АККОНД" АО ҫӗнӗ лини хута янӑ

АО «АККОНД» отпраздновал свой день рождения запуском новой линии

Ҫурла уйăхĕн 19-мĕшĕнче Шупашкарти «АККОНД» акционерсен обществине Чăваш Республикин Пуҫлăхĕн тивĕҫĕсене вăхăтлăха пурнăҫлакан Олег Николаев ĕҫлĕ визитпа ҫитсе килнĕ. Палăртнă кун организацире ҫĕнĕ производство линине хута янă. Тĕрлĕ пылак ҫимĕҫсем халăх кăмăлне туллин титвĕҫтереҫҫĕ, ҫакнах тĕлпулăва пухăннă хăнасем ҫирĕплетсех каланă.

«Эпир тăтăшах ҫĕнĕрен те ҫĕнĕ линисем хута яратпăр.  Таварсен калăпăшĕ ҫулталăкне вăтамран 10-15 процент  ӳсет.  Предприяти ăнăҫлă аталанса пырать, кунта тăрăшакансем хăйсен ĕҫĕпе кăмăллă», - тесе каланă предприятин генеральнăй директорĕ Валерий Иванов.

Ҫĕнĕ хушма лини печени таврашне ҫулталăкне 3 пин тонна тирпейлесе кăларма май парать. Ҫĕнĕ линине пĕтĕмпех пысăк технологисене тĕпе хурса пурнăҫа кĕртнĕ.  Проектăн инвестици калăпăшĕ 149 млн танлашать, таварсен пахалăх шайĕ пысăк пулнине те палӑртмалла.

«Кашни цехра, паянхи пурнăҫ таппине шута илсе, ҫĕнĕрен те ҫĕнĕ технологисемпе усă куратпăр.  Производство линийĕсене кулленех модернизацилеме тăрăшатпăр. Пылак ҫимĕҫсем туса хатӗрлесе вӗсене халăх патне илсе ҫитерес тесе ӗҫлетпӗр.  Ҫынсем валли ҫĕнĕ ĕҫ вырăнĕсем йĕркелес ыйту ҫине те тимлĕх уйăратпăр. Кунта вӑй хуракансен ĕҫ укҫи тивĕҫлĕ шайра, ӑна вăхăтра тӳлесе пыратпăр», - тенĕ Валерий Иванов.  

Ҫитес ҫулсенче тата тепĕр пысăк инвестици проектне пурнăҫа кĕртме плана кĕртсе хăварнă.  Унăн калăпăшĕ вăтамран 2 млрд тенкĕ пулĕ.  Енчен те палăртнă проект пурнăҫланас пулсан, халăх валли хушма 500 ҫĕнĕ ĕҫ вырăнĕ йĕркеленессине пĕл-тернĕ предприяти ертӳҫи.

Кăҫал фабрика хăйĕн 77 ҫулне паллă тăвать.  Олег Николаев предприятире ĕҫлекенсене паллă пулăм ячĕпе ăшшăн саламланă, хисепе тивĕҫнисене патшалăх наградисене парса хавхалантарнă.

«Раҫҫей Федерацийĕнче чи малта пыракан предприятисенчен пĕри ҫак фабрика. Ăна пирĕн регионта кăна мар, ытти субъектсенче те лайăх пĕлеҫҫĕ. Вӑл  Чăваш Ен экономикине аталантарас ĕҫе пысăк витĕм кӳрет. Кунта ĕҫлекенсем хăйсен ĕҫĕпе кăмăллă пулнине пĕрре мар ҫирĕплетнĕ.  Специалистсем паха пĕлӳ илнĕскерсем. Вӗсем усӑ куракан пысăк технологисем ыттисемшĕн чăнласах та тĕслĕх вырăнĕнче», - тесе каланă хăйĕн сăмахĕнче Чăваш Республикин Пуҫлăхĕн тивĕҫĕсене вăхăтлăха пурнăҫлакан Олег Николаев.  Тӗл пулу вӑхӑтӗнче вӑл фабрикăра тăрăшакансене ырлăх сывлăх, малашне те пысăк ҫитĕнӳсем тума вăй-хал суннă.    

Фоторепортаж



20 августа 2020
08:25
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter