2021–2025-мӗш ҫулсенче региона газпа тивӗҫтермелли программăна алă пусса ҫирĕплетнĕ

«Газпром» и Чувашская Республика подписали программу газоснабжения и газификации в 2021-2025 годах

Ҫурла уйăхĕн 20-мӗшӗнче Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗн тивĕҫĕсене вăхăтлăха пурнăҫлакан Олег Николаев тата "Газпром" ПАО Правленийӗн Председателӗ Алексей Миллер региона газпа тивӗҫтермелли программӑна алă пусса ҫирĕплетнĕ. Ăна 2021–2025-мĕш ҫулсенче пурнăҫа кĕртĕҫ.

"Газпром" регион территорийӗнче 73 ҫухрӑма яхӑн газ пăрăхĕсене хывассине, халӑх пурӑнакан 13  яла газ илсе ҫитерессине плана кĕртнĕ.

Чӑваш Ен  ялсенчи газопроводсене 82 ҫухрӑм тӑршшӗ туса хатӗрлессине тивĕҫтерĕ. Унсăр пуҫне 2,5 пине яхӑн ҫурта тата хутса ăшăтмалли ултă котельнăй валли газ кĕртме май паракан сооруженисем тума тĕллев лартнă. 

"Газпром" тата Чӑваш Республики региона газпа тивĕҫтерес тесе курăмлă ĕҫлет.  Хальхи вăхăтра 2016-2020-мĕш ҫулсем валли газпа тивĕҫтермелли программа туллин пурнăҫа кĕрсе пырать.

2005 ҫултанпа республикӑра газификаци шайӗ 19,3% ӳснӗ, 2020 ҫулхи кăрлач уйăхĕн 1-мӗшӗнче  вăл 93,6%  танлашнă.

"Газпром" ПАО Правленийӗн Председателӗ Алексей Миллер хăйĕн сăмахĕнче  Чӑваш Республикин газпа тивӗҫтермелли программинче ялсене кăвак ҫулăм илсе ҫитересси тӗп вырӑн йышӑннине каланă.

Олег Николаев Шупашкар хулин Атӑл  леш енне газ кĕртес ĕҫе вӗҫлемелли проект чи пӗлтерӗшлисенчен пӗри пулнине палӑртнӑ.

"Ҫак проекта пурнӑҫлани пӗтӗм республикӑшӑн  лайăх. Туризм аталанĕ, халăха канма меллĕрех условисем пулĕҫ",– тенĕ вăл. Атӑл  леш енче туризм кластерне тума палӑртнӑ. Унта ҫутҫанталӑк паркĕ, сывлӑха ҫирӗплетмелли ача-пӑча центрӗ, спортсменсем валли физкультурӑпа сывлӑха ҫирӗплетмелли  ятарлă уйрăм, велосипед ҫулӗсемпе йӗлтӗр трассисем тума плана кĕртнĕ.  Ку ӗҫсен пĕтĕмĕшле хакĕ 1,6 миллиард тенке яхӑн.

Регион ертӳҫи "Газпром" ПАО Правленийӗн Председательне республикӑшӑн ҫак пысӑк та пӗлтерӗшлӗ проекта пурнӑҫлама хутшӑнмалли майсене пӑхса тухма сӗннĕ.

Унсӑр пуҫне Олег Николаев Алексей Миллера Чӑваш Ен харпӑрлӑхӗнче шутланакан газпа тивĕҫтерекен сетьсене  «Газпром» предприяти ҫине куҫарма ыйтнă, мӗншӗн тесен вĕсене ӗҫлеттерме тата кирлӗ пек тытса тăма республика бюджетӗнчен сахал мар укҫа-тенкӗ тăкакланать.  

Алексей Миллер Олег Николаев сӗнӗвӗсемпе ыйтăвĕсене компанире тăрăшакансемпе пĕрле пӑхса тухма шантарнă.



20 августа 2020
17:19
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter