Чӑваш Енре терроризм идеологине хирӗҫ тӑрас ӗҫ лайӑхланать

В Чувашии совершенствуется работа по противодействию идеологии терроризма

Ҫурла уйăхĕн 19-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуҫлăхĕн тивҫĕсене вăхăтлăха пурнăҫлакан Олег Николаев тата Раҫҫей ФХС Чăваш Республикинчи управленийĕн пуҫлăхĕ Игорь  Кобыляченко Красноармейски салинче Чăваш Енри террора хирĕҫ кĕрешессипе ĕҫлекен комиссин тата оперативлă штабăн пĕрлехи ларăвне ирттернĕ.

Кун йĕркине кĕртнĕ тĕп ыйтусем – ҫĕнĕ вĕренӳ ҫулĕ пуҫламăшĕнче, Пĕрлехи сасăлавра ҫынсене хăрушсăрлăхпа тивĕҫтересси. Хатĕрленӳ тапхăрĕсенче ҫирĕп йĕркесене пурин те пăхăнса пымаллине асăрхаттарнă ларăва пухăннă ятарлă ведомствăсен етӳҫисем. 

Паллă кунсем ҫитесси нумаях юлмарĕ, апла пулсан мĕнпур мероприятине тарăн тишкермеллине, вӗсене ҫирĕп йĕркесене пӑхӑнса туллин тата вăхăтра пурнăҫламаллине чĕнсе каланă ертӳҫĕсем.

Авăн уйăхĕн 1-мĕшĕнче вĕренӳ учрежденийĕсене хăрушсăрлăхпа тивĕҫтерес тĕлĕшпе мероприятисене комплекслă йĕркелемелле, ку ыйту яланах чи пĕлтерĕшлисенчен пĕри пулмалла тесе каланă регион Пуҫлăхĕн тивĕҫĕсене вăхăтлăха пурнăҫлакан. 

Кăҫал Чăваш Ен республика Пуҫлăхне суйлать. Кунсăр пуҫне, вырăнти хăй тытăмлăх органĕсен 3386 депутачӗшӗн халăх хăйӗн сассине парать.  Ҫĕршыври лару-тăрăва пăхса, коронавирус инфекцийӗн чирӗ сарӑлнӑ тапхăрта, суйлав кунне авăн уйăхĕн 11-13-мĕш кунĕсенче ирттерме йышăннă.  Ҫынсен хăрушсăрлăх мерисене пăхăнмалла, кашнин яваплăха туймалла, сывлăха упрас ыйту пуриншӗн те малти вырăнта пулмалла. Суйлава хутшăнакансен кун пирки самантлăха та манма юрамасть.  

Игорь Кобыляченко  хăйĕн сăмахĕнче регионта лару-тăру пĕтĕмпех йĕркеллĕ пулнине хыпарланă.  Кашни ҫын яваплăха туйса пурăннине палӑртмалла тенӗ вӑл. 

Чăваш Республикин вĕренӳ тата ҫамрăксен политикин министрĕ Сергей Яковлев  вĕренӳ учрежденийĕсенче хăрушсăрлăхпа тивĕҫтерессипе мĕнпур ĕҫсене комплекслăн пурнăҫласа пынине, 2020 ҫулта Чăваш Республикин пĕрлештернĕ хыснинчен пĕтĕмпе мерприятийĕсене йĕркелеме 54 млн уйăрнине хыпарланă. Специалистсен пĕлӳ шайне ӳстерме, террора хирĕҫ кĕрешессипе квалификациллĕ педагогсене хатĕрлеме те сахал мар укҫа-тенкӗ куҫассине асăннă ведомство ертӳҫи.  Шкулсенче ачасемпе профилактика ĕҫне туллин йĕркелесе ирттернине те асăнса хăварнă вăл. Республика шайĕнче «Кибердружины» ятлă конкурс ирттернĕ. Унта хутшăнакансем террора хирĕҫ кĕрешессипе хăйсен ăсталăхне лайӑх шайра кăтартса пама пултарнă.  Тĕп тĕллевсенчен пĕри – Интернет сетĕнче ҫамрӑксен хушшинчи хӑрушсӑрлӑха тивӗҫтерме витĕм кӳресси. Ҫитĕнекен ăрăва тĕрĕс ҫул ҫине тăма  пулăшасси чи пĕлтерĕшлисенчен пĕри пулнине каланă Чăваш Енĕн вĕренӳ тата ҫамрăксен политикин министрĕ.  Асӑннă ăмăртусене яш-кĕрĕм хастар хутшăннине хыпарланă вăл.   Кăҫал пуҫласа Чăваш Енри вĕренӳ учрежденийĕсен бази ҫумĕнче пĕтĕмпе 25 кибердружина йĕркеленĕ.  Дружина пайташĕсем 18 ҫула ҫитнисем пулма пултараҫҫĕ.

Палăртмалла, кăҫалтан пуҫласа шкулсенче хăрушсăрлăх енĕпе уйăхлăхсем ирттерме плана кĕртсе хăварнă.    Уйрăмах, ют ҫĕршывсенчен килекен ҫамрӑксене пысăк тимлĕх уйăрĕҫ.  Кашни студент ҫумне ятарлă куратор ҫирĕплетессине те палăртса хăварнă ведомство ертӳҫи.  Пĕр сăмахпа каласан, профилактика ĕҫне туллин ирттересси куҫкĕретех пулĕ тенĕ вăл. 

Чăваш Республикин террора хирĕҫ кĕрешессипе ĕҫлекен аппарат ертӳҫи Евгений Терёшин республикăри террора хирĕҫ кĕрешессипе лару-тăру, пĕтĕмĕшле илсен, лăпкă пулнине, профилактика енĕпе мĕнпур мероприятине вăхăтра тата туллин йĕркелесе ирттернине пӗлтернӗ. 



20 августа 2020
07:29
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter