Чӑваш Енре коронавирус сарăлассипе кĕрешес енĕпе ĕçлекен оперативлă штабăн ларăвне ирттернĕ

В Чувашии снимут еще часть ограничительных мер, связанных с коронавирусом

Ҫурла уйăхĕн 21-мĕшĕнче Чăваш Ен Пуҫлăхĕн тивĕҫĕсене вăхăтлăха пурнăҫлакан Олег Николаев регионта коронавирус сарăлассипе кĕрешес енĕпе ĕçлекен оперативлă штаб ларăвне ирттернĕ.

Паянхи куна илес пулсан,  регионта инфекци сарăлни сисĕнмест, сиплев учрежденийĕсенче пушă вырăнсем те сахал мар, кăтарту 87,8 процентпа танлашать.

Чăваш Республикин сывлăх сыхлав министрĕ Владимир Степанов регионта ҫĕнĕ кăшăл вирус инфекцийĕпе пĕтӗмпе 7414 ҫын чирленине, вĕсенчен 6114-шĕ (83 проценчĕ) сывалнине пĕлтернĕ.  «Чирленисен хушшинче - ытти регионтан килнисем. Антителасене палăртас текенсен йышĕ ӳснĕ. Вакцинацие хатĕрленетпĕр, çак кунсенче республикăна вакцинăсем илсе килĕç», — тенĕ Владимир Геннадьевич.

Ҫĕнĕ вĕренӳ ҫулĕн тапхăрĕ пуҫланасси нумаях юлмарĕ. Ларăва пухăн-нисем вĕренӳ учрежденийĕсенче хăрушсăрлăх мерисемпе тивĕҫтересси ҫаплипех кун йĕркинче тăнине палăртнă.  Йăлана кĕнĕ тăрăх, сывлăша тасатма май паракан хатĕрсемпе, хими препарачĕсемпе туллин усă курмалла тесе асăрхаттарнă вĕсем.  Республика хыснинчен ятарлă хатĕрсемпе тивĕҫтерме укҫа-тенкĕ пăхса хăварнă.   Маска таврашне вĕрентекенсен тата шкулта ĕҫлекен ытти ҫынсен кулленех тăхăнма тивет. Ачасене вара маска тăхăнма хистеме кирлӗ маррине асăннă.

Чăваш Республикин Пуҫлăхĕн тивĕҫĕсене вăхăтлăха пурнăҫлакан Олег Николаев Чăваш Ен вице-премьерне Алла Салаевăна ҫитес эрнере брифинг ирттерме сĕннĕ. Пандеми тапхăрĕнче ҫĕнĕ вĕренӳ ҫулне  кӗтсе илме хатĕрленессипе ҫыхӑннӑ ыйтусене уҫăмлатма хушнă.  

Студентсем кĕҫех общежитисене пурăнма вырнаҫаҫҫĕ. Ҫавна май  аслă шкулсенче вĕренекенсене тест ирттерес ыйтӑва хускатнă. Чăваш Енри Роспотребнадзор ертӳҫин ҫумĕ Вера Головач хăйĕн сăмахĕнче ют ҫĕршывсенчен вĕренме килекен студентсен кăна тест иртмеллине палăртнă, вĕсен 14 кунлăха карантинра пулмаллине те асăнса хăварнă. 

Ку хутĕнче ларăва пухăннисем лавккасене ӗҫлеме ирӗк парас ыйтăва та сӳтсе явнă. 800 тăваткал метр лаптăкран пысӑкрах вырӑн йышăнакан суту-илӳ объекчӗсене халăха ҫӳреме ирĕк пама юрать тесе пӗлтернӗ,  Роспотребнадзор палăртакан ҫирĕп мерăсене пăхăнса пымаллине тепĕр хут аса илтернӗ. 

«Пирĕн енчен пĕр сĕнӳ – енчен те суту-илӳ центрĕсене уҫас тетĕр пулсан, ертӳҫĕсен питĕ тимлĕ те асăрхануллă пулмалла. Кирлӗ пек условисене пĕтĕмпех йĕркелемелле. Халăха хăрушсăрлăхпа тивĕҫ­тересси – пурин тивĕҫĕ те. Енчен те хăшĕсем суту-илӳ центрĕсене ҫителĕксĕр таран хатĕрлесе ҫитернĕ пулсан, вĕсен, тен, кăштах  тăхтама та юрать», - тесе каланă Чăваш Ен Пуҫлăхĕн тивĕҫĕсене вăхăтлăха пурнăҫлакан.

Ларăва пухăннисем уҫă вырăнсенче ӗҫлекен аттракционсене уҫасси, урамсенче вырнаҫнă спорт сооруженийĕсене халăха ҫӳреме  ирĕк парасси ҫинчен те йышӑну тума сӗннӗ.

 

Фоторепортаж



21 августа 2020
14:41
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter