Предпринимательсене пулăшасшăн

ЧР Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Олег Николаев çурлан 12-мĕшĕнче инвестици тата предпринимательсен хастарлăхне аталантарас, бизнес-пĕрлĕх представителĕсен прависене хÿтĕлес тĕлĕшпе ĕçлекен координаци канашне туса хурасси çинчен хушу кăларнăччĕ.

Паян Правительство çуртĕнче иртнĕ ларура канаш ĕç-хĕлне йĕркелессине сÿтсе яврĕç. «Çĕнĕ тытăма РФ Президенчĕ Федераци Канашне янă Çырура палăртнă тĕллевсене ăнăçлă тата тухăçлă пурнăçа кĕртессишĕн туса хума йышăнтăмăр, — терĕ Олег Николаев. — Пысăк инвестици проекчĕсем пирки пĕрле пухăнса калаçни, çивĕч ыйтусене татса памалли çул-йĕре палăртни усăллă. Пирĕн ĕç чи малтанах предпринимательсемшĕн пĕлтерĕшлĕ пултăр».

Канаш йышне, ЧР Министрсен Кабинечĕн Председателĕн заместителĕ — экономика аталанăвĕн министрĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Дмитрий Краснов палăртнă тăрăх, федерацин, республикăн влаç органĕсен представителĕсем, бизнесменсем кĕме пултараççĕ. Çĕнĕ тытăмăн тĕп тĕллевĕсен шутĕнче вăл республикăра пĕрлехи инвестици политикине тытса пырасси, предприниматель ĕç-хĕлне аталантарма меллĕ условисем туса парасси, вĕсен прависене хÿтĕлесси пулнине палăртрĕ. Канаш бизнес представителĕсенчен, ку ĕçпе кăсăкланакансенчен сĕнÿсем те йышăнать. Сăмах май, Олег Николаев предпринимательсен хушшинче ыйтăм йĕркелеме сĕнчĕ. Вĕсене ăнăçлă ĕçлеме мĕн чăрмантарать? Çак ыйту хуравĕ канаша предприниматель ĕç-хĕлне туса пынă чухне сиксе тухакан административлă чăрмавсене сирме пулăшĕ.

Республикăри предпринимательсене ку таранччен те çăмăллăхсемпе тивĕçтернĕ. Сăмахран, вĕсем аукционсăр çĕр лаптăкĕ илме пултараççĕ. Хăвăрт аталанакан территорисенче ĕçлекенсем çĕр, пурлăх налукĕсене сахалрах тÿлеççĕ. Çак тата ытти меслет сахалрах пулнине палăртса ларура бизнесменсене пулăшас тĕллевпе республикăн налук саккунĕсене лайăхлатмалли мелсем çинчен те калаçрĕç. Çак шутра — инвесторсен производствăна, инфратытăма аталантарма е çĕнетме оборудовани туянма пулнă тăкаксене саплаштарасси те.

www.hypar.ru

 



21 августа 2020
08:41
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter