Кашни туянакан хаклă

Чăвашпотребсоюз, ЧР Информполитикин министерстви, ЧР Журналистсен союзĕ йĕркеленипе Красноармейски районĕнче массăллă информаци хатĕрĕсенче вăй хуракансемпе семинар-канашлу иртнĕ...

Кăçал Чăвашпотребсоюз 100 çул тултарнă май утса тухнă çул-йĕре пĕтĕмлетме те вăхăт. Рынокра конкуренци çивĕчленнине пăхмасăр вăл хăй вырăнне çухатман. Унăн ĕçĕ-хĕлĕ анлă: суту-илÿ, общество аталанăвĕ, производство, йăла ыйтăвĕ, хатĕрлев тата ыт.те. Юлашки тапхăрта çĕнĕ объектсем уçăлни, отрасле автоматизацилени, инноваци проекчĕсене хута кĕртни, пурнăç таппипе тан пыма тăрăшни, ĕçе-хĕле çĕнĕлле йĕркелени ăна малалла аталанма çул уçать.

Красноармейски райповĕн те хăнасене кăтартмалăх, мăнаçланмалăх пур: кафе-столовăй, çăкăр завочĕ, хатĕрлев пункчĕ… Районта пысăк суту-илÿ çурчĕсем тымар янине пăхмасăр кооператорсем туянакансен ыйтăвне туллин, вырăнта туса кăларакан апат-çимĕçпе тивĕçтерме тăрăшни халăха илĕртет. 

Массăлла информаци хатĕрĕсенче ĕçлекенсем Красноармейски райповĕн çăкăр завочĕпе суту-илÿ çуртĕнче, Упейри хатĕрлев пунктĕнче, ытти производство объектĕнче пулса ĕç-хĕлпе паллашнă, "Кетра" заводра экскурсире пулнă. Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче пуç хунисене асăнса лартнă палăк умне чĕрĕ чечексем хунă.

Семинар-канашлăва пуçтарăннисем "çавра сĕтел" хушшинче çивĕч ыйтусене сÿтсе явнă.

www.hypar.ru

 



21 августа 2020
08:47
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter