Ял тăрăхĕсен ĕçне çăмăллатассишĕн

 Вырăнти хăй тытăмлăх управленийĕн органĕсен полномочийĕсен инвентаризацине йĕркелекен патшалăх комиссийĕн пĕрремĕш ларăвĕ иртрĕ. ЧР Министрсен Кабинечĕн Председателĕн пĕрремĕш заместителĕ — финанс министрĕ Михаил Ноздряков ертсе пынă канашлура комисси ĕçĕ-хĕлĕн тĕп тĕллевĕсене палăртрĕç, 2021-2023 çулхи бюджета хатĕрленĕ чухне бюджетсен хушшинчи хутшăнусен пайне кĕртмелли тĕп паллăсене пăхса тухрĕç.

Сăмах май, комиссие ЧР Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Олег Николаев сĕннипе утă уйăхĕн 21-мĕшĕнче туса хунă. Çĕнĕ тытăма вырăнти хăй тытăмлăх органĕсен ĕç-хĕлĕн тухăçлăхне ÿстерессине тĕпе хурса йĕркеленĕ. ЧР Министрсен Кабинечĕн Председателĕн пĕрремĕш заместителĕ — финанс министрĕ Михаил Ноздряков палăртнă тăрăх, ял тăрăхĕсем мĕнле ĕçленинчен халăх пурнăçĕн шайĕ нумай килет.

Хальхи вăхăтра ял тăрăхĕсен федераци саккунĕпе çирĕплетнĕ 14 ыйтăва, Чăваш Республикин саккунĕпе палăртнă 23 ыйтăва татса памалла. Михаил Ноздряков каланă тăрăх, вĕсен вара хăйсен тупăшĕ çак ĕçсене туса пыма мар, хăйсене тытса тăмалăх та çук. Районсемпе хуласен представителĕсем те укçа-тенкĕ çитменрен ял тăрăхĕсене тивĕçĕсене ăнăçлă пурнăçлама йывăррине пĕлтерчĕç. Вĕсен ĕçне çăмăллатма патшалăх комиссийĕн çитес вăхăтра вырăнти хăй тытăмлăх управленийĕн органĕсен полномочийĕсен инвентаризацине тумалла, хăшне района е республикăна пама май пуррине палăртмалла.

www.hypar.ru



24 августа 2020
07:27
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter