Раҫҫей Федерацийĕн промышленноҫпа суту-илӳ Министрĕ Денис Мантуров тата Раҫҫей Федерацийĕн Президенчĕн Атăлҫи федераци округĕнчи полномочиллĕ представителĕ Игорь Комаров ĕҫлĕ визитпа килсе каяссине ҫутатма палӑртакансенчен заявкăсем йышăнма тытӑннă

Чăваш Республикин Пуҫлăхĕн Администрацийĕн Пресс-службипе протокол управленийĕ Раҫҫей Федерацийĕн промышленноҫпа суту-илӳ Министрĕ  Денис Мантуров Чăваш Республикине ĕҫлĕ визитпа килсе каяссине ҫутатма палӑртакансенчен заявкăсем  йышăнма тытӑннă.  Планпа килĕшӳллĕн Министр региона 2020 ҫулхи ҫурла уйăхĕн 28-мĕшĕнче килсе ҫитĕ. Кунсăр пуҫне, Раҫҫей Федерацийĕн Президенчĕн Атăлҫи федераци округĕнчи полномочиллĕ представителĕ Игорь Комаров та республикăра ĕҫлĕ ҫул ҫӳревре пулать.  Ҫав визит пирки  каласа кӑтартас текенсенчен те заявкӑсем йышăнма пуҫланă.

Массăллă информаци хатĕрĕсене аккредитацилемелли йĕркепе килĕшӳллĕн журналистсенчен заявкăсене ҫурла уйăхĕн 26-мĕшĕччен ag-ress@cap.ru электронлă адреспа 15:00 сехетчен йышăнаҫҫĕ.

Ыйтса пĕлмелли телефонсем: (8352) 39-35-71, 39-35-72.    



24 августа 2020
11:25
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter