Чăваш Республикин Пуҫлăхĕн тивĕҫĕсене вăхăтлăха пурнăҫлакан Олег Николаев Пĕтĕм тӗнчери ҫарпа техникӑн «Ҫар-2020» форумӗнче пулнă

«Армия-2020»: Олег Николаев обозначил направления дополнительных мер поддержки для диверсификации производств предприятий ОПК

Ҫурла уйăхĕн 23-мĕшĕнче  Чăваш Республикин Пуҫлăхĕн тивĕҫĕсене вăхăтлăха пурнăҫлакан Олег Николаев  Пĕтĕм тӗнчери ҫарпа техникӑн «Ҫар-2020» форумӗнче  пулнă.  Унта вăл наукӑпа промышленность кластерӗн ĕҫ ушкӑнӗн анлӑ ларӑвне хутшăннă. Канашлӑва Раҫҫей Федерацийӗн Ҫарпа промышленноҫ комиссийӗн коллегийӗн председателӗн ҫумĕ Олег Бочкарев  ертсе пынă.

"Оборонӑпа промышленноҫ комплексӗн предприятийӗсене диверсификацилени - регионсен экономикине реиндустрилизацилемелли фактор" ятлă ҫавра сĕтел  мелĕпе ирттернĕ калаҫăва регионти ӗҫ тӑвакан влаҫ органӗсен тата ОПК  организацийӗсен представителӗсем хутшăннă.  Кун йĕркине кӗртнӗ ыйтупа Олег Николаев  тарăн доклад туса панă. Вӑл Чӑваш Республикин оборонӑпа промышленноҫ комплексӗн организацийӗсен производствисене диверсификацилес ӗҫе хавхалантармалли регионти мерӑсем ҫинчен чарăнса тăнă, ҫавӑн пекех йывăрлăх кăларса тăратакан ыйтусене федераци шайӗнче татса пани вырӑнлӑ пулассине палăртнă.

Регион ертӳҫи Чӑваш Ен территорийӗнче 50 млн ытла тенкӗпе танлашакан проектсене пурнăҫа кĕртекен предприятисене налук ҫӑмӑллӑхӗсем уйӑрса панине, ҫавнашкал ҫӑ­мӑллӑхсене 5 ҫула  палӑртнине пӗлтернӗ. Унсӑр пуҫне республикӑра патшалӑхӑн при-оритетлӑ инвестици проекчӗсене пурнӑҫлас тата малалла аталантарас енӗпе пулӑшу памалли майсем йышӑннӑ. Ҫак тӗллевсем валли Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗн тивĕҫĕсене вăхăтлăха пурнăҫлаканăн пуҫарӑвне тĕпе хурса инвестици тата предпринимательлӗх хастарлӑхне аталантарас, предпринимательсен прависене хӳтӗлес енӗпе Координаци канашне йӗркеленӗ.

"Паянхи кун Чӑваш Еншӗн вунӑ проект пысӑк тимлӗхре тӑрать. Эпир вĕсемпе Раҫҫей Федерацийĕн Минпромторгĕпе килĕшсе ĕҫлесе пыратпăр.  Ку проектсен пӗтӗмӗшле калӑпӑшӗ 2,5 миллиард тенкӗпе танлашать", - пӗлтернĕ Олег Николаев.

Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗн тивĕҫĕсене вăхăтлăха пурнăҫлакан Олег Николаев  ОПК предприятийӗсен граждан продукцийӗн ассортиментне анлӑлатассине чарса тӑракан  виҫӗ йывăрлăх пирки каласа кăтартнă. Пӗрремӗшӗнчен, производство спецификипе ҫыхӑннӑ ҫӗр налукӗсем ӳссе пыни.

"Сӑмахран, Чапаев ячӗллӗ завод ҫар валли тĕрлĕ таварсем туса кăларать. Паллă ӗнтӗ, унӑн цехӗсем  пĕр-пĕринчен чылай аякра пулмалла. Ҫапла майпа вĕсем, саккунсем хушнӑ пек, пысӑк территорие йышӑнаҫҫӗ. Ҫак ҫуртсене тытса тӑрас тесен шалти инфратытӑм  ҫирĕп пулмалла, ҫакӑн пек предприятисене пулӑшу памалли тивӗҫлӗ формӑсем йĕркелемелле", – асӑнса хăварнă Олег Николаев. Оборона тата хӑрушсӑрлӑха тивӗҫтермелли предприятисем усă куракан ҫĕр лаптӑкӗсене ҫӑмӑллӑхлӑ налук хумалли майсем пулмалла, предприятисен инженери инфратытӑмне ҫӗнетме пулӑшмалли условисем пӑхса хӑварсан та аван пулнă пулĕччĕ тенĕ вăл.

Иккӗмӗш чарса тăракан фактор импортпа тивӗҫтерекен ют ҫӗршыв предприятийӗсем явап­лăха туйманни. вĕсем Раҫҫей валли пахалăх енчен тивĕҫлĕ таварсем тирпейлесе кăлар-манни те куҫкĕретех тенĕ ертӳҫĕ.

Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗн  тивĕҫĕсене вăхăтлăха пурнăҫлаканăн шухăшне ытти ертӳҫĕсем ырланă, унпа килĕшнĕ.  Пӗтӗмлетӳ тунӑ май Раҫҫей Федерацийӗн Ҫарпа промышленноҫ комиссийӗн коллегийĕн председателӗн ҫумĕ Олег Бочкарев  палăртнă ыйтусене федераци шайӗнче пӑхса тухма шантарнă.

 

Фоторепортаж



24 августа 2020
08:39
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter