Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗн тивĕҫĕсене вăхăтлăха пурнăҫлакан Олег Николаев Мускавра Пĕтĕм тӗнчери ҫарпа техникӑн «Ҫар-2020» форумӗн пӗрремӗш кунӗнче уҫă калаҫăва хутшăннă

Олег Николаев провел выездное совещание на форуме "Армия-2020"

Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗн тивĕҫĕсене вăхăтлăха пурнăҫлакан Олег Николаев Мускавра Пĕтĕм тӗнчери ҫарпа техникӑн «Ҫар-2020» форумӗн пӗрремӗш кунӗнче  уҫă калаҫăва хутшăннă.

Форум программинче Раҫҫей оборонӑпа промышленноҫ комплексӗн производствӑпа наукӑ-техника вӑй-хӑватне аталантармалли, ҫавӑн пекех Пӗтӗм тӗнчери ҫарпа техника  тытăмне вăй илтермелли ҫивӗч ыйтусем.

Пĕтĕм тӗнчери ҫарпа техникӑн «Ҫар-2020» форумне  Раҫҫей Федерацийӗн Правительствин Председателӗн  Ҫумĕ Юрий Борисов  хутшăннă, унта килнисене тав тунă. Мероприятипе кӑсӑкланакан Раҫҫей тата ют ҫӗршыв специалисчӗсен шучӗ ҫултан-ҫул ӳссе пынине каланă,  тӗрлӗ патшалӑхӑн оборона ведомствисем хушшинчи ӗҫлӗ ҫыхăнусем ҫарпа техника  тытăмне малалла аталантарма пулӑшнине палӑртнă.

Форумра хальхи вӑхӑтри 28 пин ытла техникӑна кӑтартнă, унта пин ҫурӑ ытла организаци хутшӑннă. Вӗсен хушшинче РФ Оборона министерствипе тачӑ ҫыхӑнса ӗҫлекен Чӑваш Ен предприятийӗсем: «ВНИИР-Прогресс» АУО, «Комбинат Автофургонов» (кӑна куҫар) АО, «Лента» АО, «Ри-Групп» ТМЯО, «Корпорация «Проект-Техника» ТМЯО тата ыттисем те.

Пĕтĕм тӗнчери ҫарпа техникӑн «Ҫар-2020» форумӗнче  республика Пуҫлӑхӗн тивĕҫĕсене вăхăтлăха пурнăҫлакан  асӑннӑ предприятийĕсен ертӳҫисемпе  ĕҫлĕ канашлу ирттернĕ, Чӑваш Енре промышленноҫ предприятийӗсен компетенцийӗсен базине туса хума тӗллев лартнӑ. Ку енӗпе Чӑваш Енĕн Социаллӑ пурнӑҫпа экономика аталанӑвӗн 5 ҫуллӑха йышӑннӑ комплекслӑ программине  туса хатӗрленӗ шайра ӗҫлеме тытӑннине асăннă.

Форумӑн пӗрремӗш кунӗнче Олег Николаев журналистсемпе курнăҫнă, хăйĕн шухăшне палăртнă.

"Пӗрремӗш кун эпир питӗ тухӑҫлӑ ӗҫлерӗмӗр. Чӑваш Ен предприятийĕсемпе ҫыхӑнса ӗҫлемелли майсем ҫинчен канашларăмăр. Чи кирли - эпир сĕнекен сĕнӳсене федераци шайĕнче татса пама килĕшни", - тенĕ вӑл.

Чăваш Енĕн чи паллă предприятисем  кашни хӑйӗн историйӗпе пуян. Эпир федераци пулăшăвне туятпăр,  пĕр-пĕринпе тачă ҫыхăнса ĕҫлеме килĕшсе татăлтăмăр тесе пĕлтернĕ Олег Николаев.

 

 

Фоторепортаж



24 августа 2020
07:22
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter