Чӑваш Енре грипа хирӗҫле прививкӑсемпе кӑҫал халӑхӑн 52 процентне тивĕҫтерме плана кӗртнӗ

В Чувашии прививками против гриппа в этом году планируют охватить более 52% населения

Ҫурла уйăхĕн 24-мӗшӗнче Правительство ҫуртӗнче Чӑваш Республикин Министрсен Кабинечӗн Председателӗн пӗрремӗш ҫумĕ - финанс министрӗ Михаил Ноздряков кашни эрнере пулакан планеркăна ирттернĕ.

Ларăва пухăннисем 2020 ҫулта эпидеми тапхăрĕнче халӑха прививка тăвас ыйтăва пăхса тухнă.

Чӑваш Ен сывлӑх сыхлавӗн министрӗ Владимир Степанов кӑҫал 638 пин ҫынна е республикӑри халӑхӑн 52,4 процентне  грипп чирне хирӗҫ иммуноппрофилактика тăвассине хыпарланă. ( Пĕлме: 2019 ҫулта 556 пин, е  мĕнпур халăхран 45,5% прививка тунă).

Федерацин  потребительсен прависен хӳтĕлевĕпе ҫын ырлăх-сывлăхĕн асăрхав службин Чăваш Ен – Чăваш Республикинчи управленийĕн  ертӳҫи Надежда Луговская хăйĕн сăмахĕнче грипран чи малтанах вĕренӳпе сывлăх сыхлавĕ, транспортпа ЖКХ сферинче ĕҫлекенсене прививка тутарма плана кĕртнине хыпарланă.  Кунсăр пуҫне вăраха кайса чирлекенсене те, 60 ҫултан иртнисене те грипа хирĕҫ прививка тăвас ĕҫе чи малтан пурнӑҫлассине асăннă.  Ватăсене  кулленех пысăк тимлĕх уйăрмалли пирки чĕнсе каланă вăл. 

Надежда Луговская ҫитес сезонра социаллӑ сферӑра, культура, патшалӑх тата муниципалитет управленийӗнче ӗҫлекенсен, чӑх-чӗп ӗрчетекен, выльӑх-чӗрлӗх ӳстерекен ӗҫченсене, ҫавӑн пекех ӗҫ мигранчӗсемпе тимлекенсене те грипран профилактика тӑвас ĕҫе явăҫтарасси ҫине тимлĕх уйăрма чĕнсе каланă,  тивӗҫлӗ ҫырусене ведомствӑсен ертӳҫисем патне ярассине те асăнса хăварнă.

Министр Владимир Степанов ҫавӑн пекех кăшăл вирус  инфекцийӗпе чирленӗ ҫынсене тата вăраха кайнӑ чирсемпе  аптракансене реабилитаци ирттересси пирки чарăнса тăнă. Вĕсене сиплессипе кану учрежденийĕсенче ĕҫ-пуҫ епле пулса пыни ҫинчен каласа панă.

 ОМС программипе килĕшӳллĕн  ҫак ӗҫе тăватă кану базинче йĕркеленĕ.  Реабилитаци курсне паянхи куна 45 ҫын тухнине, ҫак тунти кунран пуҫласа вара  сывлӑха ҫирӗплетме тата 110 пациент хутшӑнасса пĕлтернĕ министр.

Аса илтеретпӗр, Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗн тивĕҫĕсене вăхăтлăха пурнăҫлакан Олег Николаев пуҫарăвĕпе килĕшӳллĕн  республика бюджетĕнчен сахал мар укҫа куҫĕ, ҫак халăхăн тăкакне саплаштарма самай пысăк пулăшу.  Ҫынсене апатлантарма тата канупа сиплев учрежденийĕнче пурăнма тăкаксене бюджетран саплаштарĕҫ.  Чăваш Республикин Сывлăх сыхлавĕн министерствин ертӳҫи пĕлтернĕ тăрăх, ĕҫ хучĕсене хатĕрлесе ҫитерес ĕҫ вĕҫленсе пырать, кирлĕ пек ведомство ертӳҫисемпе килĕшӳ те тунă.  

Кашни эрнере иртекен канашлура ҫавӑн пекех управляющи организацисене 2020 ҫулхи кăрлач-ҫурла уйӑхӗсенче ЖКХ сферинче лицензи тӗрӗслевӗн малтанхи пӗтӗмлетӗвӗсене тата Чӑваш Республикинчи эпизооти лару-тӑрӑвне, ҫав шутра выльӑхсен уртаракан чирĕпе ҫыхӑннӑ ыйтусене те пăхса тухнă, кашнинпех тивĕҫлĕ йышăнусем туса хăварнă.



24 августа 2020
13:59
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter