Мускавра Пĕтĕм тӗнчери ҫарпа техникӑн «Ҫар-2020» форумӗнче Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕ тата «Корпорация «Проект-техника» ТМЯО пĕр-пĕринпе килĕшсе ĕҫлемелли ĕҫ хутне алă пусса ҫирĕплетнĕ

Чувашия и корпорация «Проект-техника» подписали соглашение о сотрудничестве на форуме «Армия-2020»

Ҫурла уйăхĕн 24-мĕшĕнче Мускавра Пĕтĕм тӗнчери ҫарпа техникӑн «Ҫар-2020» форумӗнче  Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕ тата «Проект-техника» корпораци» ТМЯО пĕр-пĕринпе килĕшсе ĕҫлемелли ĕҫ хутне алă пусса ҫирĕплетнĕ.

Килĕшĕве Чăваш Республикин Пуҫлăхĕн тивĕҫĕсене вăхăтлăха пурнăҫлакан Олег Николаев тата корпорацин генеральнăй директорĕ Игорь Бекбулатов алă пуснă.

Ҫĕнĕ килĕшӳ оборонăпа промышленноҫ тытăмне хăватлантарма, наци проекчĕсемпе те ĕҫлеме ҫĕнĕ вăй-хăват кӳрĕ.

Ĕҫ хутне пилĕк ҫуллăха йышăннă, унăн инвестици калăпăшĕ 1 млрд тенкӗпе танлашать.

Икĕ ен регионти «Таса шыв» проектпа ĕҫлеме тĕллев лартнă.  Чăваш Енри пурăнмалли ҫурт-йĕрпе коммуналлă сферăна модернизацилессипе ҫыхăннă ыйтусемпе мероприятисем йĕркелеме палăртаҫҫĕ. Пĕр сăмахпа каласан, пысăк проектсем пурнăҫа кĕресси никама  та иккĕлентермĕ.

«Проект-техника» корпораци Чăваш Енри программăсене пурнăҫа кĕртме хутшăнни пĕлтерĕшлĕ тесе каланă Олег Николаев.  Корпораци паянхи пурнăҫ ыйтакан пысăк технологиллĕ хатĕрсене тирпейлесе кăларассипе ĕҫлет. Чи анлă сарăлнисенчен пĕри Ҫĕмĕрлери завод. Унӑн таварĕсене хамăр ҫĕршывра анчах мар, ют ҫĕршывсем те хапăл тусах йышăнаҫҫĕ.

 

Фоторепортаж



25 августа 2020
07:50
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter