Чӑваш Республикин Министрсен Кабинечӗ тата "Цифра экономики" АНО пĕр-пĕринпе килĕшсе ĕҫлемелли ĕҫ хутне алă пусса ҫирĕплетнĕ

Подписано соглашение между Чувашией и АНО «Цифровая экономика»

Ҫурла уйăхĕн  25-мĕшĕнче  Мускавра Чӑваш Республикин Министрсен Кабинечӗпе "Цифра экономики" АНО пĕр-пĕринпе килĕштерсе ĕҫлесси ҫинчен калакан ĕҫ хутне алă пусса ҫирĕплетнĕ.

Килĕшĕве Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗн тивĕҫĕсене вăхăтлăха пурнăҫлакан Олег Николаев тата "Цифра экономикин" АНО  генеральнӑй директорӗ Евгений Ковнир  алă пуснă.

Алă пусса ҫирĕплетнĕ документ Чăваш Енре цифра технологийĕсемпе экономикăра, социаллă сферăра тата ытти тытăмра анлăрах усă курма витĕм кӳрĕ.

Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗн тивĕҫĕсене вăхăтлăха пурнăҫлакан Олег Николаев республикӑра электроэнергетика объекчӗсен хӑрушсӑрлӑхӗ енӗпе лайӑх ӗҫ  опычĕ пуррине палăртнă,  Чӑваш Ен ҫак енӗпе цифра технологийӗсене малалла аталантарма тӗрев  паракан регион пулма пултарасса шанса каланă.

"Пирӗн республикӑри ӑнӑҫлӑ практикӑна экономикӑн тӗрлӗ отраслӗсенче усӑ курма кӑна мар, вӗсене ытти регионсене сӗнме те май пур. Вăл пулӑшу ӗҫӗсен  тӗлӗшпе те тухăҫлă пурнăҫа кĕрсе пырать", - тенӗ регион ертӳҫи.

«Цифра технологийĕн витĕмлĕхĕпе ыйтусене туххăмрах татса пама меллĕ.  Пирĕн сирĕнпе палăртнă тĕллевсенчен пĕри – цифра технологийĕсен вай-хӑватне халӑх патне илсе ҫитересси», – тенĕ вăл. 

"Цифра экономики" АНО генеральнăй директорӗ Евгений Ковнир хăйĕн сăмахĕнче алӑ пуснӑ килӗшӳ регион, ҫӗршыв ҫыннисемшӗн усӑллӑ пуласса палӑртнă.

 Тӗл пулӑва хутшăннисем ҫавӑн пекех Шупашкарта ҫурла уйăхĕн 13 -14-мӗшӗсенче иртнӗ  цифра технологийĕсемпе бизнеса усă курма вĕрентмелли сесси ĕҫне те сӳтсе явнă. Промышленноҫ предприятийĕсен ертӳҫисем ун пирки ырă сăмахсемпе асăннине, малашне цифра технологийĕсемпе социаллă сферăсенче те усă курма тытăнассине те палăртнă. 

 

Фоторепортаж



25 августа 2020
14:20
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter