Коронавирус кăна мар, ытти чир те сыхă пулма хистет

Грипп, ОРВИ чирĕсенчен сыхланса республикăра пурăнакансен 52% прививка тумалла. Çак тĕллеве пĕрремĕш-вице-премьер — финанс министрĕ Михаил Ноздряков тунтикун ĕç тăвакан влаç органĕсен тата муниципалитетсен ертÿçисемпе ирттернĕ канашлура сывлăх сыхлавĕн министрĕ Владимир Степанов палăртрĕ.

Пĕтĕмпе 638 пин çынна иммунизацилемешкĕн вакцинăпа тивĕçтерме заявка панă. Чăваш Енĕн «тĕп врачĕ» каланă тăрăх, ку пĕлтĕрхинчен чылай ытларах — 2019 çулта 556 пин çынна /45,5%/ иммунизациленĕ. Кăçал прививка тумалли вакцинăн пĕрремĕш партийĕ республикăна килет ĕнтĕ — 80 пин ачана вакцинацилĕç. Иккĕмĕш парти çитĕннисем валли пулĕ — 159 пин çынна чирсенчен хÿтĕлĕç. Министр çак ĕçе пурнăçламашкăн кадрсем çителĕклине çирĕплетрĕ. Республикăра 869 прививка пункчĕ ĕçлĕ, вырăна тухса çÿрекен бригадăсем те йĕркелеççĕ.

Роспотребнадзорăн республикăри управленийĕн ертÿçи Надежда Луговская çывхаракан эпидеми тапхăрне хатĕрленсе вĕрентÿ тата сывлăх сыхлавĕн ĕçченĕсене кăна мар, социаллă сфера, культура, патшалăх тата муниципалитет управленийĕн сферисен, кайăк-кĕшĕк, выльăх-чĕрлĕх ĕрчетекен хуçалăхсен ĕçченĕсене те прививка тума чĕнсе каларĕ. Ку тĕслĕхсенче, паллах, корпоративлă вакцинаци мелĕ вырăнлă. Çак сферăсен ĕçченĕсен вакцинацине, ун шучĕпе, 80-90% шайнех çитермелле. Çавна май предприятисемпе учрежденисен ертÿçисен ячĕпе тивĕçлĕ çырусем ярĕç.

Владимир Степанов çавăн пекех коронавируспа чирлесе ирттернĕ çынсене, санаторипе курорт сиплевĕ кирлĕскерсене, реабилитацилес енĕпе мĕнле ĕçлени çинчен каласа пачĕ. ОМС территори программипе килĕшÿллĕн çак ĕçе кăнтăрлахи стационар мелĕпе 4 учреждени никĕсĕ çинче йĕркеленĕ: Шупашкар хулин 1-мĕш клиника больницинче, хулан П.Н.Осипов ячĕллĕ 1-мĕш больницинче, «Надежда» тата «Чувашиякурорт» санаторисенче. 45 çын реабилитаци курсне вĕçлет ĕнтĕ, тунтикунран тытăнса тата 110 çын сывлăхне çирĕплетме пуçлать.

Аса илтерни вырăнлă: ЧР Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Олег Николаев пуçарнипе стационар мелĕпе сипленекенсен тăкакĕсен пĕр пайне бюджет шучĕпе саплаштарма йышăннă. Министрсен Кабинечĕн тивĕçлĕ йышăнăвĕн проекчĕ хатĕр, кĕçех кун çути курĕ.

Канашлура çавăн пекех выльăх, чĕр чунсен чирĕсенчен сыхланасси пирки те калаçу пулчĕ. Патшалăх ветеринари службин ертÿçи Константин Викторов çĕршывра хăрушлăх пысăккине палăртрĕ: выльăх урнин «вучахĕсем» кăна — 694. Çийĕнчен — сыснасен Африка мурĕ, кайăк-кĕшĕк грипĕ тата ытти те. Чăваш Енре лару-тăрăва куçран вĕçертмеççĕ, апла пулин те выльăх-чĕрлĕх урнипе, вылăх лейкозĕпе, ытти чирпе çыхăннă тĕслĕхсем пур. Эппин, сыхлăха çухатма юрамасть.

Патшăлăх пурăнмалли çурт-йĕр инспекцийĕн ертÿçи Виктор Кочетков управляющи компанисене лицензи енĕпе тĕрĕслесе тăрас енĕпе мĕнле ĕçленипе паллаштарчĕ. Пандемипе çыхăннă лару-тăру тĕрĕслев ĕçне тÿрлетÿсем кĕртме хистенĕ — кашни тĕслĕхрех вырăна тухса тĕрĕслев ирттермеççĕ. Çапах ку управляющи компанисене ирĕке янине пĕлтермест. Çирĕп тĕрĕслев кирли вара куçкĕрет. Çулталăк пуçланнăранпа граждансенче 4,4 пин ытла ыйту, çăхав йышăннă: çурт-йĕре кирлĕ пек пăхса тăманнинчен тытăнса хваттерсен хуçисенчен илекен тÿлев виçине тĕрĕс мар шутласа палăртни таранах. Тĕп инспектор пĕр ыйту çине те алă сулманннине палăртрĕ. Кирлĕ тĕк ытти тытăма, çав шутра надзор органĕсене, явăçтараççĕ — айăплисем явап тытаççĕ.

www.hypar.ru

 

 



25 августа 2020
08:43
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter