«Патшалăх пулăшăвĕсем» — сывлăхшăн

Тухтăр патне «Патшалăх пулăшăвĕсем» пĕрлехи портала кĕрсе çырăнма пулать.

Чăваш Енре ку çĕнĕлĕхпе çуркунне усă курма тытăнчĕç. Çакăн валли асăннă портала кĕрсе «Манăн сывлăх» сервиса суйламалла.

Палăртмалла, ку портал çĕнĕлĕхсемпе савăнтарсах тăрать. Халĕ Чăваш Енре пурăнакансем унта интерактивлă ыйту /заявка/ хăварма пултараççĕ, медицина организацийĕ çумне çирĕплетни çинчен пĕлтерекен çыру икĕ минутранах çитет. Страхлав полисĕпе медицина организацийĕ çинчен те çав мелпех пĕлме пулать.

Тĕрĕслев тата сиплев хăвăрăн укçапа иртнĕ пулсан медицина пулăшăвĕ илни, хакĕ тата вăхăчĕ пирки те ыйту яма пулать.

www.hypar.ru Medicin.cap.ru сăн ÿкерчĕкĕсем.



25 августа 2020
08:41
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter