Чӑваш Енре пилӗк тата ытларах ачаллӑ ҫемьесене тепӗр ҫултан пуҫласа пособи ӳстерме палӑртаҫҫӗ

Ҫурла уйăхĕн 26-мĕшĕнче Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн черетлĕ ларăвĕ иртнĕ.  Ку хутĕнче ларăва пухăннисем ачаллӑ ҫемьесене пособисем тӳлесси ҫинчен калакан саккуна улшӑнусем кĕртессине пăхса тухнă.

Чăваш Республикин ĕҫлев тата социаллă хӳтлĕх министрĕ Алена Елизарова Чăваш Республикин Пуҫлăхĕн тивĕҫĕсене вăхăтлăха пурнăҫлакан хушăвне тĕпе хурса асӑннӑ саккун проектне пилӗк е ҫула ҫитмен ытларах ачаллӑ ҫемьесене социаллӑ пулӑшу памалли шая ӳстерес тӗллевпе хатĕрленине палăртнă.

Саккун проектне 2021 ҫулхи кӑрлач уйӑхӗн 1-мӗшӗнчен пуҫласа  вăя кĕртме  тĕллев лартнă. Енчен ҫемье сахал тупăшлă пулсан, унта 18 ҫула ҫитмен пилĕк е ытларах ача ҫитӗнсен патшалăх енчен куҫакан пулăшу виҫи ӳсет.  Кун евĕр пулăшăва Чăваш Енре 5,2 пин ача тивĕҫесси паллă.  Саккун вăя кĕрсен ҫӳлерех асăннă ҫемьесем ҫулталăкне 15360 тенкĕ пособи илĕҫ.  «Вăтамран ҫак укҫа уйăхне 1300 тенкĕпе танлашать», - тенĕ Чăваш Республикин ĕҫлевпе социаллă хӳтлĕх министрĕ.

Пирĕн пек йышăнăва ҫĕршыври хăш-пĕр регионсенче пурнăҫа кĕртнĕ те. Сӑмахран, Рязань облаҫĕнче, Ингушетире тата ытти субъектсенче.  Саккун проекчĕ ҫие юлнисене, ĕҫсĕр тăрса юлнисене тата ытти хăш-пĕр категорири хĕрарăмсене ҫăмăллăх кӳме май парĕ.  

Чăваш Республикин строительство, архитектура тата пурӑнмалли ҫурт-йӗрпе ком-муналлӑ хуҫалӑх министрӗ Александр Героев республика шайӗнче тӑлӑх ачасене тата нумай ачаллӑ ҫемьесене пурӑнмалли ҫурт-йӗрпе тивӗҫтермелли пурӑнмалли ҫурт лаптӑкӗн пӗр тӑваткал метрӗн вӑтам хакне палӑртма сӗнекен саккун проектне тӑратнӑ. 

«Уйрăмах йывăрлăх Шупашкар хулинче сиксе тухнă.  2020 ҫулхи виҫҫĕмĕш кварталта пурӑнмалли ҫурт-йӗрӗн пĕр тăваткал метрӗн вăтам хакӗ 37,5 пинпе танлашать.  Рынокра ку хакпа пачах та хваттер туянма май ҫук.  Калас пулсан, паянхи пурнăҫ ыйтакан хак вăтамран 44,1 пин тенкĕ, пурӑнмалли ҫурт-йӗрӗн иккĕмĕшле рынокӗнче ҫак хак кăштах ҫеҫ йӳнĕрех – 43,5 пин тенкĕпе танлашать. Хальхи хака проектпа пăхса хăварсан нумай ачаллă ҫемьесем хваттерлĕ пулма пултарĕҫ», - тесе каланă министр.

Ку хутĕнче спорта аталантарассипе палăртнă патшалăх программин проектне те сӳтсе явнă, унта кĕртнĕ  улшăнусене ырланă.  

Чăваш Республикин спорт министрĕн пĕрремĕш ҫумĕ Татьяна Рябинина хальхи вăхăтра аукционсем ирттернĕ хыҫҫăн перекетлĕх 31  млн  тенкӗпе танлашнӑ тесе хыпарланă.

«Республикăри 23 муниципалитет пĕрлĕхĕнче кăҫал субсиди витӗмӗпе спорт учрежденийĕсен пурлăхпа техника базине пуянлатнă, тухăҫлăх пысăк пулнă, перекетлĕх  текен ăнлав мала тухнă», - тесе каланă вăл.     



26 августа 2020
14:41
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter