Чӑваш ен "Ростех" патшалӑх корпораци хушшинчи ĕҫлĕ ҫыхăнăва сарать

Чувашия развивает сотрудничество с госкорпорацией «Ростех»

Чăваш Республикин Пуҫлăхĕн тивĕҫĕсене вăхăтлăха пурнăҫлакан Олег Николаев «Ростех» патшалăх корпорацийĕн генеральнăй директорĕпе Сергей Чемезовпа пуласлăхри ĕҫсене сӳтсе явнă. Уҫă калаҫу Мускавра ҫурла уйăхĕн 25-мĕшĕнче иртнĕ.  Ертӳҫĕсем Чăваш Республикин Социаллă пурнăҫпа экономикин 2025 ҫулчченхи аталанăвĕн комплекслă программине тишкерсе тухнă, Чăваш Енри предприятисемпе ҫыхăнса ĕҫлессине палăртнă.

Ростех ҫĕнĕрен те ҫĕнĕ технологисене тĕпе хурса Чăваш Ен территорийĕнче федераци тата регион проекчĕсене пурнăҫа кĕртсе пыма витĕм кӳрет. Сăмах май, вĕсем наукăпа производство аталанăвне ҫулсерен вăйлатса пыраҫҫĕ. Ҫак ыйтусем пирки те калаҫнӑ ертӳҫĕсем тĕл пулу вӑхӑтӗнче. 

Олег Николаев хăйĕн сăмахĕнче Ростехăн «ăслă» пысăк технологиллĕ таварĕсемпе Чăваш Республикинче анлăрах усă курмаллине палăртнă.

Олег Николаев журналистсемпе калаҫнă май, Сергей Чемезовпа тĕл пулса канашлани оборона-промышленноҫ комплексĕн предприятийĕсемшĕн пысăк пĕлтерĕшлĕ пуласса, ҫакӑ региона аталантарса пыма  пулӑшасса шаннине каланă.



26 августа 2020
08:23
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter