Чӑваш Енре Пӗрлехи сасӑлав кунӗнче пурсăмăра та санитари хӑрушсӑрлӑхĕпе тивӗҫтерӗҫ

В единый день голосования в Чувашии будет обеспечена полная санитарная безопасностьҪурла уйăхĕн 26-мӗшӗнче Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗн тивĕҫĕсене вăхăтлăха пурнăҫлакан  Олег Николаев Чӑваш Республикинче право йӗркине тивӗҫтерес енӗпе ĕҫлекен Координаци канашлӑвӗн ларӑвне ирттернĕ.

 Видео ҫыхăну мелĕпе йĕркеленĕ канашлăва  Чӑваш Ен муниципаллӑ районсен тата хула округӗсен администрацийӗсен пуҫлӑхӗсем, право сыхлавӗн территори подразделенийӗсен ертӳҫисем хутшӑннă.

Пӑхса тухнӑ ыйтусенчен пӗри - Пĕрлехи сасӑлав кунӗнче халăха санитарипе эпидемиологи хӑрушсӑрлӑхне тивӗҫтерес енӗпе йышӑннӑ мерӑсем пирки.

 Чӑваш Республикин Тӗп суйлав комиссийӗн председателӗ Александр Цветков суйлава планпа килĕшӳллĕн хатӗрленсе пыни ҫинчен каласа панă.

 "Резерв фондӗнчен 46 млн тенкӗ укҫа куҫнă. Хушма 750 пин маска, 75 пин перчетке туянăпăр. Ятарлă хатĕрсем ҫителĕклĕ пулĕҫ. Суйлав ĕҫне хутшӑнакансене пурне те, ҫав шутра право органӗсенче тăрăшакансене валли перчетке, маска, антисептик ҫителӗклӗ пуласса шанатӑп", -  тесе палӑртнӑ вӑл.

 Чӑваш Енри шалти ӗҫсен министрӗн  ҫумĕ Алексей Веселовский хăйĕн сӑмахӗнче  вĕсен ведомствисенче тăрăшакансем суйлав вăхăтĕнче халăха хăрушсăрлăхпа тивĕҫтерме хатĕр тенĕ, пурĕ Пĕрлехи сасăлав кунĕнче 2,5 пин ҫын хутшăнасса каланă.  Пĕр сăмахпа каласан, пур ҫĕрте те йĕрке пуласси пĕрре те иккĕлентермест тенĕ вăл.  

 Ларура  регион проекчӗсене пурнӑҫланӑ чухне патшалӑх влаҫӗн органӗсем правӑна пӑсакансене асӑрхаттарма тата чарма палӑртнӑ мерӑсен комплексне пурнӑҫлас ӗҫӗн кăтартăвĕсене, ҫав шутра коррупци тăвасран сыхă тăмаллине те сӳтсе явнă.

 Канашлӑва хутшӑнакансем волонтерсен шалти ӗҫсен пайĕнче вăй хуракансемпе пĕрле килĕшсе ĕҫлемелли пирки те сӳтсе явнă.

 Республикӑра ҫухалнӑ ҫынсене тупса палăртма "Лиза Алерт Чувашия" шыравпа ҫӑлав отрячӗ ӗҫленине хыпарланă. 2020 ҫулта 6 уйӑх  хушшинче "Лиза Алерт Чувашия" ПОСО волонтерӗсем ҫухалнӑ граждансене шырас енӗпе 208 заявка йышăннă, халăхăн ыйтăвĕсене тивĕҫтернĕ. "Ҫухалнӑ ҫынсене шырамалли центр" коммерциллӗ мар организацинче тăрăшакансене волонтерсене шыравҫă ĕҫне вĕрентме ытларах явăҫтармаллине каланă.

Фоторепортаж



27 августа 2020
09:43
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter