Олег Николаев ЧР Пуҫлăхĕ ҫумĕнчи Стратеги аталанăвĕ тата проект ӗҫ-хӗлӗ енӗпе ĕҫлекен канашăн черетлӗ ларӑвне ирттернĕ

Олег Николаев провел заседание Совета при Главе Чувашской Республики по стратегическому развитию и проектной деятельностиҪурла уйăхĕн 27-мӗшӗнче Правительство ҫуртӗнче Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗн тивĕҫĕсене вăхăтлăха пурнăҫлакан Олег Николаев ЧР Пуҫлăхĕ ҫумĕнчи  Стратеги аталанăвĕ тата проект ӗҫ-хӗлӗ енӗпе ĕҫлекен канашăн черетлӗ ларӑвне ирттернĕ. Видео ҫыхăну мелĕпе ирттернĕ ларăва Раҫҫей Федерацийĕн Патшалăх Думин депутачĕ, Комитет председателĕ Анатолий Аксаков  хутшӑннă.

Етӳҫĕсем 2020 ҫулхи кăрлач–утă уйӑхӗсенче регионти проектсене епле пурнӑҫланине сӳтсе явнă. Чӑваш  Республикин Министрсен Кабинечӗн Председателӗн ҫумĕ – экономика министрĕн тивĕҫĕсене пурнăҫлакан  Дмитрий Краснов хăйĕн сăмахĕнче  регион шайĕнчи 9 проектăн ҫурла уйăхĕнчен пуҫласа юпа уйăхĕччен йывăрлăхсем пулма пултарасса каланă.  Федераци шайĕнче наци проекчĕсене хăш-пĕр ҫĕнĕлĕхсем кĕртессине пĕлтернĕ Олег Николаев.

  "Проект офисӗсен, ӗҫ тӑвакан влаҫ органӗсен ертӳҫисен ҫĕнĕ улшӑнусем ҫине  пысăк тимлĕх уйăрмалла. Мĕнпур ĕҫсене курăмлă йĕркелемелле, хăвăртлăха  та ӳстерме тăрăшмалла. Ҫĕнĕлĕхсене тĕпе хурса ĕҫлеме, пысăк ҫитĕнӳсем патне ăнтăлма вĕренмелле", – палӑртнӑ вӑл.

Регион Пуҫлăхĕн тивĕҫĕсене вăхăтлăха пурнăҫлакан наци проекчӗсем тӑрӑх мероприятисем пирки калакан пӗтӗмӗшле реестрта  кирлĕ пек ҫителĕклĕ таран ҫĕнĕ хыпарсем пулманнине пăшăрханса каланă.  Ҫĕнĕ хыпарсем ҫук. Кун пек ҫитменлĕхсем пулмалла мар, тесе асăрхаттарнă вăл.

Унсӑр пуҫне Олег Николаев авăн уйăхĕн 15-мӗшӗччен регионти авариллӗ объектсен шучĕ пирки мӗнпур  кăтартусене тĕплĕн тишкерсе, базăна кĕртсе хăварма ыйтнă. «Ҫурт-йĕр тата хула хутлăхĕ» наци проектне пурнăҫланă чухне, вĕсене шута илсе туллин ĕҫе пурнăҫлама тăрăшмаллине асăрхаттарнă.  

"Сывлӑх сыхлавӗн, культура учрежденийӗсене, социаллӑ сферӑн ытти объекчӗсене тӑвас енӗпе наци проекчӗсен шайӗнче проект ӗҫӗсене пурне те "Ял территорийӗсене комплекслӑ аталантарасси" программӑпа синхронизацилемелле, мӗншӗн тесен унта ялсене аталантармалли комплекслӑ мероприятисем чылай. Кунта ҫул-йӗр ытти объектсем тума та чылай мероприяти плана кĕртнĕ. Ялсенче хальхи вӑхӑтпа килĕшсе тăракан ҫӗнӗ вырӑнсем пулĕҫ", – тенĕ Олег Николаев ларӑва пӗтӗмлетнӗ май.



27 августа 2020
16:36
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter