Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗн тивĕҫĕсене вăхăтлăха пурнăҫлакан Олег Николаев ӗҫлӗ визитпа Шупашкар районне ҫитсе килнĕ

Олег Николаев побывал с рабочим визитом в Чебоксарском районе Ҫурла уйăхĕн 27-мӗшӗнче Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗн тивĕҫĕсене вăхăтлăха пурнăҫлакан Олег Николаев ӗҫлӗ визитпа Шупашкар районне ҫитсе килнĕ.

Арина Платонова хресчен-фермер хуҫалӑхӗнче регион ертӳҫи пахча ҫимӗҫ ҫитӗнтермелли инвестици проектне пурнӑҫланипе паллашнӑ. Ку енӗпе хуҫалӑх иккӗмӗш ҫул ӗҫлет ӗнтӗ. Халӗ ҫӗр ҫырли лартмалли лаптӑк 1,5 га ытла, малашне хуҫалӑхра 5 га таран ӳстересшӗн, Итали сорчӗсем ҫитӗнтереҫҫӗ. Тавара пасарта халăх хапăл тусах ыйтать, Мускавра та вĕсен ҫырлисене ҫынсем пысăк хак параҫҫĕ.

Кӑҫал КФХ ҫӗнӗ хунавсем туянма грант тивĕҫнĕ. Проект хакӗ 2,2 млн тенкӗпе танлашнӑ, ку суммӑран 90% республика бюджечĕ уйӑрнӑ. Олег Николаев КФХ ертӳҫисемпе аталану ҫул-йӗрне сӳтсе явнă. Вӑл Шупашкар районӗнче кооператив йӗркелеме сӗннӗ,  пĕрлешсе фермерсене пысӑк проектсем пурнӑҫлама, ҫӗнӗ инвестицисем явӑҫтарма тата ӗҫ вырӑнӗсем йӗркелеме каланă.

Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗн тивĕҫĕсене вăхăтлăха пурнăҫлакан палăртнă кун  районти «Ишлейский завод высоковольтной аппаратуры» ТМЯО пулнă. Предприяти Раҫҫейре пысӑк вольтлӑ аппаратура туса кӑларакан чи малта пыракан предприятисенчен пĕри. Предприятийĕн гендиректорӗ Алексей Шмаков ҫĕнĕ проектсемпе паллаштарнă, пуласлăхри тĕллевсем пирки каласа кăтартнă.  "ИЗВА" ТМЯО продукцийӗпе усӑ курмалли сферӑсем ӑшӑ газотурбӑллӑ электростанцисем, трансформатор подстанцийӗсем, промпредышленноҫ предприятийӗсем, нефть газ промышленноҫ предприятийӗсем, электротранспорт, ҫав шутра метрополитенсем тата ыттисем те шутланаҫҫӗ.

Кӑрмӑшра Олег Николаева "Культура" наци проекчӗпе юсанӑ библиотекӑпа, ҫавӑн пекех халăхăн пуҫаруллă проекчĕпе хатĕрленĕ кану паркĕпе паллаштарнă. Унтах вăл ял поселенийĕсен пуҫлăхĕсемпе канашланă, халăха хумхантаракан ыйтусене сӳтсе явнă.

"Чӑваш керем" этнографи паркӗнче Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗн тивĕҫĕсене вăхăтлăха пурнăҫлаканпа пĕрле Туризм центрӗнче паллашу экскурсийӗ ирттернĕ. 

2020 ҫулта Чӑваш Енре ялсенче пурĕ инфратытăма аталантарма 832 проект пурнăҫа кĕрет. 2017 ҫултан пуҫласа Чӑваш Республикинче халăхăн пуҫаруллӑ проекчĕсем курăмлăн пурнăҫа кĕме пуҫланнă.  Вăл проектсене валли республика хыснинчен сахал мар укҫа-тенкĕ куҫать.

"Юлашки ҫулсенче  проектсен шучĕ пысӑклансах пырать. Халӑх пурӑнакан вырӑнсенче тӗрлӗ объектсем тума ҫавнашкал меслетпе ҫынсем ытларах та ытларах пулӑшу илеҫҫӗ. Халăх вăл проектсене пурнăҫлама хастар хутшăнать", - тенĕ Олег Николаев.

Чӑваш Республикин Министрсен Кабинечӗн Председателӗн ҫумĕ - ял хуҫалӑх министрӗ Сергей Артамонов кӑҫал 2021 ҫул валли проектсен конкурс суйлавӗ юпа уйӑхӗнче пуласса пӗлтернĕ. Халăхпа ăнлантару ĕҫĕсене халех пуҫламаллине асăнса хăварнă ведомство ертӳҫи.

Чӑваш Республикин Министрсен Кабинечӗн Председателӗн пӗрремӗш ҫумӗ - финанс министрӗ Михаил Ноздряков кӑҫалхи бюджет хутшӑнӑвӗсене пурнӑҫлас ыйтупа тухса калаҫнă. Чӑваш Республикин республика бюджетӗнчен бюджетсем хушшинчи трансфертсен калӑпӑшӗ 2020 ҫулта 24,8 миллиард тенкӗпе танлашнӑ, ҫакӑ пӗлтӗрхинчен 1 миллиард тенке яхӑн нумайрах тенĕ вăл.

Поселенисен тупӑшне ӳстерес тӗллевпе муниципаллӑ районсен бюджечӗсенчен 340 миллион тенкӗлӗх субвенци калӑпӑшне ӳстерме палӑртнӑ – 459,6 млн , 2021 ҫул валли пӑхса хӑварнӑ 804,4 миллион тенкӗ таран. Ку ĕҫсем пирки тарăнрах вăл ăнлантарса панă.

Фоторепортаж



28 августа 2020
09:12
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter