Чӑваш Ен шкулӗсенче ирхи фильтр ирттерме интерактивлă комплекссем вырнаҫтарĕҫ

Школы Чувашии оборудуют интерактивными комплексами для проведения утреннего фильтраҪурла уйăхĕн 28-мĕшĕнче Раҫҫей Федерацийĕн промышленноҫпа суту-илӳ Министрĕ Денис Мантуров,  Раҫҫей Президенчĕн федерацин Атӑлҫи округĕнчи полномочиллĕ представителĕ  Игорь Комаров тата ытти официаллă ҫынсем Чăваш Республикине ĕҫлĕ визитпа килсе ҫитнĕ. Чăваш Республикин Пуҫлăхĕн тивĕҫĕсене вăхăтлăха пурнăҫлакан Олег Николаевпа пĕрле сумлă хăнасем Шупашкарти 5-мĕш №-лĕ Гимназире пулнă, унта  вĕсем «Ирхи фильтр» проектпа паллашнă.   

Кăҫал ҫĕнĕ вĕренӳ ҫулĕ пуҫламăшĕнче, авăн уйăхĕн 1-мĕшĕнче, вĕренӳ учрежденийĕнче хăйне евĕр тытăм пурнăҫа кĕрĕ, шкул ачисене туххăмрах ӳт-пӳ температурине виҫекен, алăсене антисептикпа тасатма май паракан технологи хута каять.  Вăл аппарат ачасем пирки, вĕсен сывлăхĕ ҫинчен те хыпарсене электронлă журнала вырнаҫтарма пултарать. Ҫакăн йышши ҫĕнĕ технологи тытăмне Роспотребнадзор сĕнĕвне шута илсе йĕркеленĕ.  Палăртма кăмăллă, вăл аппарата пурнăҫа кĕртме  Раҫҫей Федерацийĕн Промышленноҫпа суту-илӳ министерстви йĕркелесе яма витĕм кӳнĕ.  Ҫакăн евĕр хатĕре Раҫҫей Федерацийĕн виҫĕ регионĕнче ĕҫлеттерсе ярĕҫ, вăл шутран Чăваш Республикинче те.  Ку тытăма Чăваш Енри пĕр шкула ҫеҫ хальлĕхе вырнаҫтарнă.  Денис Мантуров аппарата ытти шкулсене те вырнаҫтарасси планра пур тесе пĕлтернĕ.  Пурĕ региона ҫакăн йышши  500 яхăн хатĕр килсе ҫитĕ.

Шупашкарти 5-мĕш №-лĕ Гимназийĕн директорĕ Инна Исаева сумлă хăнасене шкулти ҫĕнĕлĕхсем пирки каласа панă, пурнăҫа кĕрсе пыракан программăсемпе паллаштарнă. Ачасене дистанци мелĕпе вĕрентме хатĕрленĕ хăш-пĕр условисем пирки те вăл чарăнса тăнă.  Пĕр сăмахпа каласан, шкул пурнăҫĕпе тĕплĕн паллаштарнă.  

Фоторепортаж



28 августа 2020
17:21
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter