Чăваш Ен Пуҫлăхĕн тивĕҫĕсене вăхăтлăха пурнăҫлакан Олег Николаев «ВНИИР» АУО пулнă

Олег Николаев посетил ОАО «ВНИИР»Ҫурла уйăхĕн 27-мĕшĕнче Чăваш Ен Пуҫлăхĕн тивĕҫĕсене вăхăтлăха пурнăҫлакан Олег Николаев «ВНИИР» АУО пулнă, унта ĕҫлекенсемпе канашлу ирттернĕ.  Ертӳҫĕ электротехника оборудованисене епле калăпласа кăларнипе кăсăкланнă, пысăк технологи витĕмлĕхне курса ĕненнĕ, наукăпа тĕпчев ĕҫĕсене хакланă. Пĕр пухăннă пек чухне, ертӳҫĕсем ĕҫлĕ канашлу ирттернĕ, пуласлăхри тĕллевсем пирки калаҫнă, электротехника тытăмне вăй илтерессипе ҫыхăннă мероприятисене сӳтсе явнă.   

Раҫҫей Федерацийĕн Президенчĕ Владимир Путин тăтăшах пурнăҫăн мĕнпур сферинче цифра витĕмлĕхĕпе усă курмалли пирки аса илтерет.  Енчен те ҫак ыйтăва пурнăҫа хăватлăн кĕртсе пырсан, производство, социаллă сфера  тата та пысăк хăвăртлăхпа аталанса пырасси пĕрре те никама та иккĕлентермĕ.  Пуласлăх шăпах та, цифра технологийĕ епле вăй илсе пынинчен нумай килет.

Олег Николаев хăйĕн сăмахĕнче, регионта электротехника кластерĕ ҫирĕп вăй илсе пынине асăннă.    «Пирĕн условисем ҫителĕклĕ, специалистсен тарăн пĕлӳ пур. Пысăк технологи витĕмлĕхĕ пурнăҫа анлăн кĕрет», - тенĕ вăл.   

«ВНИИР» АУО нумай функциллĕ, наукăпа техника, тĕпчев ĕҫĕсене пурнăҫлакан предприяти. Вĕсен таварĕсене ҫĕршывра хапăл тусах йышăнаҫҫĕ, пахалăх шайĕ те пысăк.  Уҫă калаҫу вăхăтĕнче ертӳҫĕсем специалистсем пирки те ыйту хускатнă.  Аслă шкулсенче тӳлевсĕр майпа пĕлӳ илме, бюджет вырăнĕсене ытларах хатĕрлемелли пирки чарăнса тăнă. «ВНИИР»  АУО генеральнăй директорĕ Павел Литвиненко хăйĕн сăмахĕнче предприятийĕн ҫитĕнĕвĕсем пирки каласа кăтартнă, пуласлăхри планпа паллаштарнă, ҫĕнĕ проектсене пурнăҫа кĕртме тĕллев лартнине асăннă.   

Павел Литвиненко Олег Николаева предприятине тимлĕх уйăрнăшăн тав сăмахĕсем каланă. «Эпир, Сирĕн енчен пулăшăва туятпăр.  Хамăрăн ĕҫе тата та анлăрах йĕркелесе пыма майсем уҫатпăр. Пуласлăх валли те сахал мар пĕлтерĕшлĕ пысăк проектсем пурнăҫа кĕртме пăхса хунă», - тесе каланă вăл.     

Фоторепортаж



28 августа 2020
08:31
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter