Олег Николаев Чӑваш Енри ҫамрӑк лидерсене республика конкурсӗнче мала тухнă ятпа саламланă

Олег Николаев поздравил молодых лидеров Чувашии с победой в республиканском конкурсеҪурла уйăхĕн 27-мӗшӗнче Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗн тивĕҫĕсене вăхăтлăха пурнăҫлакан Олег Николаев «Ҫамрăк лидерсен команди» конкурс финалисчĕсемпе тĕл пулнă.   Правительство ҫуртĕнче мала тухнă яш-кĕрĕме савăнăҫлă лару-тăрура наградăсем парса чысланă. Паллă пулăма, конкурсăн ҫурма финалне тухнисем те хутшăннă.  

Олег Николаев  ҫамрăксене конкурсра хӑйсене кӑтартма хӑраманшӑн пуриншӗн те тав тунă, мала тухнисене ăшшăн саламланă.

"Эсир ҫӗнтертӗрнĕ, малалла каяс текен ҫынсем пулатӑр. Кулленех ҫĕнĕрен те ҫĕнĕ кăсăклă япаласем шырама ăнтăлатăр. Пурнӑҫ хӑвӑрт улшӑнни вӑрттӑнлӑх мар-ҫке, ӗнер ҫӗнни пулни ыран кивелнӗ те. Ҫавăнпа паянхи пурнăҫ ыйтнине тивĕҫтерме тăрăшмалла. Шанатӑп, эсир – ҫамрӑк лидерсен команди - республикӑна малалла аталанма витĕм кӳрессине», – тенӗ вӑл.

Конкурсра мала тухнисем хӑйсен шухăш-кăмăлĕпе паллаштарнă, ăмăртури хăш-пĕр самантсем пирки чарăнса тăнă.

"Олег Алексеевич, ҫак конкурса йӗркеленӗшӗн тата хамӑр ҫинчен пӗлтерме май панӑшӑн эпӗ Сире тав тӑватӑп. Унта хутшӑнма питӗ кăсăклă пулчӗ, мӗншӗн тесен пирӗн пӗрле шухӑшлакансен чӑн-чӑн команди пухӑнчӗ. Эпир пурте пӗрле ĕҫлесе пысӑк ҫитӗнӳсем тума пултаратпӑр",   тенĕ конкурс финалисчӗ,  хулари ача-пӑча клиника больницинче врач-педиатр пулса тăрăшакан Руслан Морозов.

"Конкурса хутшӑннипе эпӗ хама валли питӗ кирлӗ паха опыт илтӗм. Халӗ эпӗ тӑван республикӑна усӑ кӳме пултарасса шанатӑп",  палӑртнӑ конкурс финалисчӗ «АБС ЗЭИМ Автоматизация»  АУО куҫаруҫă пулса ĕҫлекен Игорь Андреев.

Дипломсене ҫавăн пекех Алексей Антонов, Александр Батраков, Мария Иванова тивĕҫнĕ. Наградӑсемпе республикӑри "Ҫамрӑк лидерсен команди" конкурсри ҫурма финалистсене те палӑртнӑ.

Аса илтеретпӗр, республикӑри "Ҫамрӑк лидерсен команди" конкурса Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗн тивĕҫĕсене вăхăтлăха пурнăҫлакан Олег Николаев пуҫарнӑ. Унта хутшӑнма 1579 ҫамрӑк кăмăл тунă,  92-шĕ вӗсенчен ҫурма финала тухнă,  5-шĕ ҫĕнтерӳҫĕ ята тивĕҫнĕ.  Пурне те, мала тухнисене Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ ҫумӗнчи Ҫамрӑксен кадр резервне кӗртнĕ.

Фоторепортаж



28 августа 2020
08:07
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter