Кăтартусем начар мар

Халăх пурнăçне лайăхлатасси наци проекчĕсен тĕп тĕллевĕ шутланать. Çак ĕç-хĕл мĕнле шайра пурнăçланать-ха? Ĕнер ЧР Пуçлăхĕ çумĕнчи стратеги аталанăвĕн тата проект ĕç-хĕлĕн канашĕн ларăвĕнче кăçалхи кăрлач-утă уйăхĕсенчи кăтартусене пăхса тухрĕç.

ЧР Министрсен Кабинечĕн Председателĕн заместителĕ — экономика аталанăвĕн министрĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Дмитрий Краснов пĕлтернĕ тăрăх, республика 11 наци проектне хутшăнать. «Пĕчĕк тата вăтам предпринимательство тата предпринимательсен пуçарăвĕсене тĕрев парасси» проектпа палăртнă укçа-тенкĕн 99,2 процентне ĕçе кĕртнĕ. «Цифра экономики», «Сывлăх сыхлавĕ» проектсен те кăтартăвĕсем аван: 60 процент ытла. «Демографи» тата «Вĕрентӳ» проектсемпе укçан 40 ытла процентне тăкакланă. «Пĕтĕм тĕнче кооперацийĕ тата экспорт» проектпа хальлĕхе пĕр тенкĕлĕх ĕç те пурнăçламан.

Министр тăхăр регион проекчĕпе палăртнă хăш-пĕр ĕçе вĕçне çитерме май килес çуккине каларĕ. Сăмахран, республикăра ача çуратма пултаракан ӳсĕмри хĕрарăм сахал. Çавна май «Демографи» наци проекчĕн «Ача çуралнăшăн çемьесене пулăшасси» регион проекчĕн ултă кăтартăвне туллин пурнăçа кĕртесси иккĕлентерет. Медицина организацийĕсене кадрсемпе тивĕçтерессипе плана тултарасси те иккĕллĕ. Коронавирус инфекцине пула предприятисенче чару мерисемпе усă курма йышăннăран «Ĕç тухăçлăхĕ тата ĕç тупма пулăшасси» наци проекчĕн ĕçĕсене пурнăçласси чарăнса тăнă. Çавăн пекех COVID-19 «Çурт-йĕр» проекта ура хунă.

Çапах та лару-тăру республикăра япăх тесе калаймăн. Наци проекчĕсем пулăшнипе халăх хуçалăхĕнче чылай пĕлтерĕшлĕ ĕç пурнăçланать. Тĕслĕхрен, 2019-2024 çулсенче, ЧР строительство министрĕ Александр Героев пĕлтернĕ тăрăх, авари хăрушлăхĕ пуррине палăртнă нумай хваттерлĕ 11 çуртра пурăнакансене хăтлă çурт-йĕрпе тивĕçтермелле. Ку ĕç-хĕле «Çурт-йĕр тата хула хутлăхĕ» наци проекчĕпе килĕшӳллĕн пурнăçлĕç. Проекта республикăри сакăр муниципалитет хутшăнать. Чăваш Республикин Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Олег Николаев, канаш ларăвне вăл ертсе пычĕ, май килнĕ таран ытларах çурта программăна кĕртме сĕнчĕ. Çавăн пекех патшалăх пулăшăвĕпе ялсемпе хуласенчи общество вырăнĕсене, çуртсен картишĕсене хăтлăлатаççĕ.

Сывлăх сыхлавĕн учрежденийĕсен строительстви, киввисене юсасси малалла пырать. Санитари авиацине аталантарассине юлашки вăхăтра уйрăмах пысăк тимлĕх уйăраççĕ. 2024 çулчченхи тапхăр валли хатĕрленĕ стратеги планĕнче республикăри больницăсен çумĕнче 15 вертолет лапамĕ хута яма палăртнă. Иккĕшĕ — тĕп хулари Васкавлă медицина пулăшăвĕн больници тата Улатăр районĕн тĕп больници çумĕнчисем — кăçалах ĕçлеме пуçлассине пĕлтерчĕ ЧР сывлăх сыхлавĕн министрĕ Владимир Степанов.

«Демографи» наци проекчĕ виçĕ çула çитмен ачасене садикпе тивĕçтерме май парать. ЧР вĕрентӳ министрĕ Сергей Яковлев пĕлтернĕ тăрăх, республикăри районсемпе хуласенче, Шупашкарти çĕнĕ микрорайонсенче шкулчченхи учрежденисен строительствисене пуçарнă, çитес вăхăтрах вĕсем пĕчĕккисене йышăнма хатĕр пулĕç. Садик черечĕн ыйтăвне татни çавăн пекех амăшĕсене ĕçе тухма майсем туса парĕ.

«Хăрушлăхсăр тата паха атомобиль çулĕсем» наци проекчĕпе килĕшӳллĕн 2020 çулта республикăра 83,6 çухрăм çула юсамалла. ЧР транспорт тата çул-йĕр хуçалăхĕн министрĕ Владимир Осипов пĕлтернĕ тăрăх, хальхи вăхăтра палăртнă çухрăмсенчен 39,7-шĕнче ĕçсене пурнăçланă. Çулсем çинчи хăрушсăрлăха ӳстерме 27 фото тата видеофиксаци камерине вырнаçтармалла, автомат тараса пунктне уçмалла. Çавăн пекех çул-йĕр хăрушсăрлăхĕн правилисене пăхăнма вĕрентес тĕлĕшпе профилактика ĕç-хĕлне вăйлатма йышăннă.

www.hypar.ru Валентина БАГАДЕРОВА 

 



28 августа 2020
09:50
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter