Раҫҫей Федерацийĕн промышленноҫпа суту-илӳ Министрĕ Денис Мантуров тата Раҫҫей Федерацийĕн Президенчĕн федерацин Атӑлҫи округĕнчи полномочиллĕ представителĕ Игорь Комаров регионăн промышленноҫ комплексĕн ĕҫĕпе тĕплĕн паллашнă

Министр промышленности и торговли РФ Денис Мантуров видит прогресс в развитии потенциала промышленности ЧувашииҪурла уйăхĕн 28-мĕшĕнче Раҫҫей Федерацийĕн промышленноҫпа суту-илӳ Министрĕ Денис Мантуров тата Раҫҫей Федерацийĕн Президенчĕн федерацин Атӑлҫи округĕнчи полномочиллĕ представителĕ Игорь Комаров Чăваш Республикине ĕҫлĕ визитпа килсе ҫитнĕ.  Сумлă хăнасем регионăн промышленноҫпа оборона комплексĕн ĕҫĕпе тĕплĕн паллашнă, Чăваш Республикин Пуҫлăхĕн тивĕҫĕсене вăхăтлăха пурнăҫлакан Олег Николаевпа пĕрле «ЭЛАРА» акционерсен обществинче пулнă, ҫĕнĕ технологисен витĕмлĕхне курса хакланă.

Пĕр пухăннă пек чухне, вĕсем производство инвестициллĕ ҫĕнĕ проектсене пурнăҫа кĕртессипе епле ĕҫлесе пынипе те кăсăкланнă.  Палăртса хăвармалла, республикăшăн пĕлтерĕшлĕ пысăк проекчĕсене Чăваш Республикин  Социаллă пурнăҫпа экономикин 2025-мĕш ҫулчченхи аталанăвĕн комплекслă программине кĕртсе хăварнă. Инвестициллĕ ҫĕнĕ проектсене пурнăҫа кĕртессипе республика Правительствипе промышленноҫ предприятийĕсем пĕр-пĕринпе тачă ҫыхăнса ĕҫлеҫҫĕ.

«ЭЛАРА» АО авиаци промышленноҫĕ валли пысăк технологиллĕ хатĕрсем тирпейлесе кăларать.  Вĕсем импорта улăштарассипе те  курăмлă ĕҫлеҫҫĕ.  Предприяти калăпласа кăларакан таварсене тăтăшах «РЖД» АУО, «Силовые машины» ПАО, «КАМАЗ» ПАОра усă кураҫҫĕ.

Предприятийĕн генеральнăй директорĕ Андрей Углов ҫĕнĕ таварсемпе паллаштарнă пухăннă хăнасене. Вĕсене хатĕрлесе кăларассипе хальхи пурнăҫпа килĕшсе тăракан пысăк технологисемпе усă курнине те асăнса хăварнă вăл.

Раҫҫей Федерацийĕн промышленноҫпа суту-илӳ Министрĕ Денис Мантуров «ЭЛАРА» АО ĕҫне пысăка хурса хакланă, ҫĕршыври чи пысăк промышленноҫ предприятийĕсенчен пĕри тенĕ.  Вĕсен таварĕсем пахалăх тĕлĕшĕнчен пысăк шайра тесе тепĕр хут сăмаха ҫирĕплетсе каланă Министр.  

Денис Мантуров тата Игорь Комаров Олег Николаевпа пĕрле  регионти промышленноҫ предприятийĕсене аталантарса пымалли ҫул-йĕрсем пирки сӳтсе явнă.

Раҫҫей Федерацийĕн промышленноҫпа суту-илӳ Министрĕ хăйĕн сăмахĕнче пирĕн тăрăха пĕрре ҫеҫ мар пулнине, яланхи пекех регионти промышленноҫ предприятийĕсем ыттисемшĕн тĕслĕхре  тесе тепĕр хут асăнса хăварнă. Пысăк технологисен витĕмлĕхĕ пурнăҫа хăватлăн кĕнине курса ĕнентĕм тенĕ вăл сăмаха пĕтĕмлетнĕ май.

Фоторепортаж



29 августа 2020
10:11
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter