Чӑваш Ен чару мерисен виҫҫӗмӗш тапхӑрне куҫӗ

Кӑшӑлвируса пула Чӑваш Ен чару мерисен саманинче пурӑнать. Халӗ пирӗн тӑрӑха Роспотребнадзор чару мерисен виҫҫӗмӗш тапхӑрӗ ҫине куҫма ирӗк панӑ. Кун пирки республика Пуҫлӑхӗн тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑх пурнӑҫлакан Олег Николаев кӑшӑлвирус сарӑлнипе кӗрешекен оперштабӑн паянхи ларӑвӗнче пӗлтернӗ.

Ҫав вӑхӑтрах Роспотребнадзорӑн республикӑри управленийӗ асӑрханулӑх мерисене упраса хӑварма сӗннӗ. Пирӗн тӑрӑхра пневмонипе тата респираторлӑ вирус чирӗпе чирлекенсем йышлӑ-мӗн. Юлашки эрнере ҫак кӑтарту чакман. Маларах лару-тӑру ырӑ енне улшӑнни сисӗннӗ, халӗ специалистсем тимлӗрех те асӑрхануллӑрах пулмаллине палӑртаҫҫӗ.

 



https://www.chuvash.org/news/26126.html
29 августа 2020
10:27
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter