Бассейнсемпе тренажер залӗсене тӳлевсӗр кӗртӗҫ

Ҫурла уйӑхӗн 29-мӗшӗнче, пирӗн республикӑра тинех Сывлӑх тата спорт кунӗ иртӗ. Кӑшӑлвируса чару мерисем вӑйра тӑнине кура ҫынсем бассейнсемпе спорт залӗсене ҫӳреймерӗҫ. Халӗ вара Сывлӑх кунӗ иртӗ.

Аса илтерер: кун пек кунсенче республикӑн тата муниципалитетсен харпӑрлӑхӗсенчи спорт сооруженийӗсене халӑха тӳлевсӗр кӗртеҫҫӗ.

Ҫынсем бассейнсемпе, тренажер тата фитнес-залӗсемпе, ытти спорт лапамӗпе усӑ курма, пӑр ҫинче ярӑнма пултарӗҫ.

Чӑваш Енӗн спорт министрӗ Василий Петров фитнес-клубсемпе бассейнсене, физкультурӑпа сывлӑх комплексӗсене уҫассине халӑх чӑтӑмсӑррӑн кӗтнине, пурне те Сывлӑхпа спорт кунне йыхравланине пӗлтернӗ.

 



https://www.chuvash.org/news/26127.html
29 августа 2020
10:29
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter