Раççей сывлăш десантникĕсен çарне йĕркеленĕренпе 90 ҫул ҫитнине халалласа чечексем хунă

В день 90-летия ВДВ в Чебоксарах состоялось возложение цветовРаççей сывлăш десантникĕсен çарне (ВДВ) йĕркеленĕренпе  кӑҫал 90 ҫул ҫитрĕ.

Ҫурла уйăхĕн 2-мӗшӗнче республика Пуҫлӑхӗн тивĕҫĕсене вăхăтлăх пурнăҫлакан Олег Николаев Афганистанра тата Ҫурҫĕр  Кавказра  пуҫне хунă   паттăрсене асăнса Мухтав монуменчĕ патĕнчи Ĕмĕрлĕх вутҫулăмĕ  умне чĕрĕ чечексем хунă.

"Ҫунатлӑ пехота" службӑра  ҫар тивĕҫне пурнăҫланисене - Раççей сывлăш десантникĕсен кунĕ ячĕпе саламланӑ май Олег Николаев чӑваш салтакӗсем яланах малтисен шутӗнче пулнине палӑртнă.

"Пирӗнсӗр пуҫне урӑх никам та" -  ВДВ ҫак девизĕнче тарӑн пӗлтерӗшлӗ шухӑш пур, вӑл пӗрлӗхе, пӗтӗм шухӑш-кӑмӑла тата чи кӑткӑс ыйтусене пурнӑҫлама хатӗр пулнине пӗлтерет. Десантниксен ҫар паттӑрлӑхӗ, Тӑван ҫӗршывшӑн чунтан парӑнни -  ҫамрӑк ӑрушӑн тивӗҫлӗ тӗслӗх пулса тӑраҫҫӗ", - палӑртнă вӑл.

Раççей сывлăш десантникĕсен çарĕн салтакĕсем яланах Тăван çĕршыва парăнса, хăйсем çине илнĕ яваплăха шанчăклăн пурнăçланине палăртнă вăл сăмаха малалла тăснă май.

"Ҫӗнтерӳ " мемориаллă комплекс умне чечексене Чӑваш Республикин  Пуҫлăхĕн тивĕҫĕсене вăхăтлăх пурнăҫлакан Олег Николаевпа пĕрле ЧР Патшалӑх Канашӗн Председателӗн тивĕҫĕсене пурнăҫлакван Александр Федотов, Чӑваш Республикин Министрсен Кабинечӗн Председателӗн ҫумĕсем: Михаил  Ноздряков, Сергей Артамонов, Дмитрий Краснов,  "Чӑваш Республикин Десантникӗсен союзӗ» республикӑри общество организацийӗн председателӗн ҫумĕ Юрий Григорьев тата десантниксем  пулнă.

Фоторепортаж



03 августа 2020
08:27
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter