Чӑваш автономи облаҫне йĕркеленĕренпе 100 ҫул тата Шупашкар хулин кунне халалланă тӗп мероприятисем онлайн-форматра иртӗҫ

Основные мероприятия  в честь 100-летия Чувашской автономии и Дня города Чебоксары будут проходить в онлайн-форматеПаян, Правительство ҫуртĕнче кашни эрнере пулакан ĕҫлĕ планерка иртнĕ. Кун йĕркине кĕртнĕ тĕп ыйтусем – Чăваш автономи облаҫне йĕркеленĕренпе 100 ҫул тата Шупашкар хулин кунĕ. Яланхиллех канашлăва Чăваш Республикин Пуҫлăхĕн тивĕҫĕсене вăхăтлăх пурнăҫлакан Олег Николаев йĕркелесе ертсе пынă.   

Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн ҫумĕ Алла Салаева  хăйĕн сăмахĕнче, ҫӳлерех асăннă мероприятисене йышпа пухăнса анлăн ирттерме май пулманнине, Роспотребнадзор ыйтнине тĕпе хурса ҫирĕп мерăсене пăхăнса пурнăҫламаллине каланă.  Пинĕ пинĕпе пухăнсан, хăрушлăх каллех тухса тăма пултарасса асăрхаттарнă. Йĕрке пур ҫĕрте те хуҫаланмалла тесе сăмаха малалла тăснă вăл.   Массăллă информаци хатĕрĕсенче тăрăшакансен уявсем пирки тĕрлĕ савăнăҫлă мероприятисене халăх патне Интернет урлă пĕлтерме тăрăшмалла.  Планпа пăхса хăварнă мероприятисен ытларах пайĕ ҫурла уйăхĕн 11-мĕшĕнчен пуҫласа 15-чен иртет.   Телекуравҫăсем савăнăҫлă мероприятисене курса хăйсен кăмăлне тултарасси пĕрре те никама та иккĕлентермест.  «Атăл ҫийĕн асамат кĕперĕ» Пĕтĕм Раҫҫейри фестиваль пулать.  Чăвашсен апат-ҫимĕҫĕпе сăйланас текенсемшĕн, Пĕтĕм чăвашсем хушшинче ятарлă фестиваль иртет, апат-ҫимĕҫ пĕҫерме юратакансем хăйсен ăсталăхĕсемпе паллаштарĕҫ.  Ҫурла уйăхĕн 15-мĕшĕнче ҫĕнтерӳҫĕсене наградăсемпе чыслĕҫ.   

Кунсăр пуҫне «Атăлҫи фольклорĕ» культура форумне ирттерме плана кĕртнĕ.  Унта Чăваш Енĕн сумлă ентешĕсене патшалăх наградисене парса хавхалантарĕҫ.  Тĕрлĕ мероприятисем ҫынсен кăмăл-туйăмне уҫса ярасси те куҫкĕретех пулĕ.

«Классика ҫыранĕ» кĕвĕ фестивалĕ планра пур.  Вĕсем Атăл ҫыранĕ хĕрринче хăйсен юрри-кĕввипе халăха савăнтарĕҫ.

Сахал мар объект пурнăҫа кĕрĕ вăл кунсенче регионта.  Иван Яковлев проспектне, Шупашкарти пĕр кĕпере реконструкциленĕ хыҫҫăн уҫĕҫ.

Ҫӳлерех асăннă пысăк мероприятисене регионта пурăнакансене валли кăна йĕркелемелле маррине, вăл савăнăҫсене ытти кӳршĕллĕ субъектсенче пурăнакансем те  телекуравра пăхса савăнсан вырăнлă пулнă пулĕччĕ тенĕ вăл сăмаха малалла тăснă май республика ертӳҫи.

Сăмах май, уявсен мероприятийĕсем ҫулталăк вĕҫленичченех пулмалла.  Ҫĕнĕ ҫул уявĕсенче, кану тапхăрĕнче те халăхăн кăмăл-туйăмне уҫма витĕм кӳмеллине палăртнă ларăва пухăннисем.  Ҫак пулăмсене тĕпе хурса, региона ытларах та ытларах туристсене явăҫтарма условисем йĕркелемеллине чĕнсе каланă сăмаха пĕтĕмлетнĕ май Чăваш Республикин Пуҫлăхĕн тивĕҫĕсене вăхăтлăх пурнăҫлакан Олег Николаев.

Фоторепортаж



03 августа 2020
15:43
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter