Олег Николаев наципе культура пӗрлешӗвӗсен ертӳҫисемпе тӗл пулнă

Олег Николаев встретился с руководителями национально-культурных объединенийҪурла уйăхĕн 31-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуҫлăхĕн тивĕҫĕсене вăхăтлăх пурнăҫлакан Олег Николаев регионта тĕрлĕ халăх хушшинчи туслăха упраса пырас тĕллевпе, наци культурисене  вăй илтерес ыйтусемпе ҫавра сĕтел мелĕпе уҫă калаҫу ирттернĕ.   

Олег Николаев хăйĕн сăмахĕнче Чăваш Енре тĕнчери мĕнпур халăхсен представителĕсенчен  ҫурри ытла пурăннине палăртнă.  

«Ҫакăнта шăпах та, ĕнтĕ,  пирĕн пĕрлехи вăй», - тесе каланă вăл сăмаха пуҫласа.

2020-2025-мĕш ҫулсем валли республикăна аталантарма витĕм кӳрекен Комплекслă программăна хатĕрлес ĕҫе наци культурин пĕрлешĕвĕсенче вăй хуракансем хастар хутшăннине палăртнă регион Пуҫлăхĕн тивĕҫĕсене вăхăтлăх пурнăҫлакан.  

«Тĕрлĕ халăх хушшинчи туслăха упраса хăварасси - тĕп тĕллевсенчен пĕри.  Культура хăвачĕ халăхăн ăс-тăнне, кăмăл-туйăмне пуянлатма витĕм кӳрет.  Чăваш Ен Правительстви ҫак ыйтусем ҫине пысăк тимлĕх уйăрать, ҫĕршыв Президенчĕ палăртнă тĕллевсене туллин пурнăҫа кĕртсе пырассишĕн сахал мар тăрăшать.  Халăхсен Туслăх ҫурчĕ малашне те паха ҫыхăнусене сарма май парассине шансах тăратпăр. Ҫĕнĕрен те ҫĕнĕ ҫул-йĕрсене аталантарса пырса, хальхи пурнăҫпа тӳр килекен условисене йĕркелĕпĕр», - тенĕ Олег Николаев.    

Регион  Пуҫлăхĕн тивĕҫĕсене вăхăтлăх пурнăҫлакан наци ĕҫĕсене йĕркелесе пыракан канашсен тытăмне ҫĕнĕлле пăхса тухма, вĕсен пĕлтерĕшне тата та ҫӳлтен ҫӳле ҫĕклеме кирлине асăннă.  

Регионта пурăнакансен тĕрлĕ халăх культурине, вĕсен йăли-йĕркине хисеплесе, малашне те пĕр-пĕринпе туслăн килĕштерсе пурăнмаллине, тăтăшах муниципалитет пĕрлешĕвĕсене тухса ҫӳремеллине, тĕрлĕ пĕрлешӳсен ĕҫне  тĕпе хурса пĕр-пĕрин паха ĕҫ опычĕпе паллашса пымаллине палăртнă Олег Николаев.   

Ҫавра сĕтел хушшинче пухăннисемпе пĕрле сахал мар ыйтăва сӳтсе явнă.  Сăмахран,  Шупашкарти тутарсен наци культурин автономийӗн пуҫлӑхӗ Хайдяр Сафиуллинăн шухăшĕ,  Хусан урамĕсене йышăнасси, аван тенĕ.  Кăҫал  кӳршĕллĕ икĕ регион 100 ҫул ҫитнине анлăн паллă тăвать.   Пĕрле килĕшсе ыйтăва уҫăмлатăпăр тесе каланă вăл. Шухӑша ырлатӑп. Чӑваш Ен тата Тутарстан 100 ҫулхи юбилейне паллӑ тунӑ ҫул ку уйрӑмах пӗлтерӗшлӗ, икӗ халӑха тата пӗрлештерӗ.    Олег Николаев Халăх пĕрлĕхĕн кунĕнче  ятарлă фестиваль йĕркелеме, унта Чăваш Енре пурăнакан тĕрлĕ халăх хăйсен пултаруллăхĕпе ҫынсене савăнăҫ парнелеме пултарччĕр тенĕ.  

Чăваш Енри Армянсен пĕрлешĕвĕн пайташĕ  Александр Ахвердян  журналистсемпе  калаҫнă май, регионта тĕрлĕ халăх килĕштерсе, пĕр-пĕринпе ҫав тери туслă пурăннине ҫирĕплетнĕ.  Ӳлĕмрен те ҫаплах пуласса шанатпăр тенĕ вăл сăмаха ҫавăрса.   

Фоторепортаж



03 августа 2020
07:46
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter