Олег Николаев "Ҫӗнӗ Богданка" микрорайона аталантармалли планпа паллашнӑ

Олег Николаев познакомился с планом развития микрорайона «Новая Богданка» Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗн тивĕҫĕсене вăхăтлăх пурнăҫлакан Олег Николаев ҫурла уйăхĕн 3-мӗшӗнче Чӑваш Республикинчи чи пысăк предприятисенчен пĕринче «Стройтрест №3» АО пулнă. Строительсен кунĕ ҫывхарса килнĕ май, организацийĕн ĕҫĕпе паллашнă, хисепе тивĕҫнисене патшалăх наградисене парса хавхалантарнă.

Регион ертӳҫи "Ҫӗнӗ Богданка" микрорайонти строительство тӳремĕнче пулнӑ. Унта халь строительство ĕҫченĕсем 10, 11 №-лӗ позицисен ҫурчӗсем хӑпартаҫҫӗ. Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗн тивĕҫĕсене вăхăтлăх пурнăҫлакан пӗтӗм территорин проект ĕҫĕсемпе кăсăкланнă. Малашлӑхра ҫӗнӗ микрорайонра ача сачӗ, спорт комплексӗ, ача-пӑча вылямалли лапамсем тума плана кĕртнĕ. Хальхи вӑхӑтра  "Стройтрест №3" АО генеральнӑй директорĕ Валерий Семенов каланӑ тӑрӑх, территорин 35 процентне яхӑн пайӗ уйрӑм ҫуртсем йышӑннаҫҫĕ.

Шупашкар хула администрацийӗн пуҫлӑхӗ Алексей Ладыков микрорайон хӑвӑрт аталанса пынине, ҫав вӑхӑтрах кунта автомобиль юхӑмӗн ӳсӗмӗ пулатех, ҫавӑнпа та тоннель теми ку вырӑнта нихҫанхинчен те ҫивӗчрех пулнине палӑртнă.  Шупашкар хулинчи ку ҫула тума Чăваш Ене аталантармалли  Комплекслӑ программӑна та кĕртсе хăварнă тесе каланă муниципалитет пĕрлешĕвĕн ертӳҫи.

Нумай хваттерлӗ ҫуртсене епле тунипе паллашнă хыҫҫăн, тӳрех предприяти ĕҫченĕсемпе курнăҫнă Олег Николаев.  

«Стройтрест №3» предприяти Чӑваш Республикинче кӑна мар, Раҫҫей Федерацийӗнче те малта пыраканнисенчен пĕри. Ҫакна сирӗн ҫитӗнӳсем кӑтартса параҫҫӗ. Предприяти Раҫҫей строительство комплексӗн чи лайӑх  150 организаци йышĕнче, наци реестрне кӗнӗ,  нумай наградăсене тивĕҫнĕ. Ҫакӑ  организацине ертсе пыраканăн тивĕҫĕ кăна мар, кунта тăрăшакансен те. Сире ҫывхарса килекен професси уявĕ ячĕпе саламлатăп", - тесе палăртса каланă Олег Николаев. Пысăк хисепе тивĕҫнисене  Чăваш Республикин Пуҫлăхĕн твĕҫĕсене вăхăтлăх пурнăҫлакан Олег Николаев патшалăх наградисене парса  чысланă.

Фоторепортаж



03 августа 2020
17:01
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter