Раҫҫейре: Самолетсем ют ҫӗршывсене вӗҫме тытӑннӑ

Ҫурла уйӑхӗн 11-мӗшӗ хыҫҫӑн пирӗн ҫӗршывран ют ҫӗршыва самолетсем вӗҫме пуҫлас шанчӑк пур. Кун пирки ТАСС информаци агентстви хӑйӗн ҫӑлкуҫӗсем хыпарлани тӑрӑх пӗлтернӗ. Ют ҫӗршывсене самолетсем ҫӳретме тытӑнас ыйтӑва Раҫҫейӗн вице-премьерӗ Татьяна Голикова патӗнче иртнӗ канашлура хускатнӑ. Анчах татӑклӑ йышӑну туман.

Аса илтерер: самолетсене кӑшӑлвирус пандемине пула пуш уйӑхӗн 27-мӗшӗ хыҫҫӑн чикӗ леш енне вӗҫме чарнӑччӗ.

Паян, ҫурла уйӑхӗн 1-мӗшӗнчен, Раҫҫей Турци, Великобритани тата Танзани чиккисене уҫать. Ҫапла вара самолетсем Стамбула, Анкарана, Лондона тата Занзибара вӗҫме тытӑнӗҫ. Рейссем Мусквран, Питӗртен тата Дон ҫинчи Ростовран пулӗҫ.

Паянтанах Раҫҫейпе Абхази чиккине уҫӗҫ. Ҫурла уйӑхӗн 10-мӗшӗнчен самолетсем Турцинчи Анталья, Бодрум тата Даламан хулине вӗҫме пуҫлӗҫ.



https://www.chuvash.org/news/25844.html
03 августа 2020
16:13
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter