Чăваш Республикин Пуҫлăхĕн тивĕҫĕсене вăхăтлăха пурнăҫлакан Олег Николаев Правительство ҫуртĕнче Раҫҫей Федерацийĕн энергетика Министрĕн ҫумĕпе Евгений Грабчакпа тĕл пулнă

Олег Николаев провел встречу с заместителем Министра энергетики Российской ФедерацииҪурла уйăхĕн 4-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуҫлăхĕн тивĕҫĕсене вăхăтлăх пурнăҫлакан Олег Николаев Правительство ҫуртĕнче Раҫҫей Федерацийĕн энергетика Министрĕн ҫумĕпе Евгений Грабчакпа тĕл пулнă.

Уҫă квалаҫăва Шупашкарта РФ Правительствин электричествăпа тивĕçтерессин хăрушсăрлăхĕ енĕпе ĕçлекен комиссийĕн (федераци штабĕн) ларăвĕ пуҫланиччен ирттернĕ.  Тĕлпулу вăхăтĕнче ертӳҫĕсем объектсене кĕркуннепе хĕллехи тапхăра хатĕрлесси пирки сӳтсе явнă.

«Хамăр ума ĕҫлемелли тĕллевсене чылай палăртрăмăр.  Авăн уйăхĕн ҫурри тĕлне пĕтĕмпех  палăртса хунă ĕҫсене туса пĕтермелле», - тесе каланă хăйĕн сăмахĕнче Олег Николаев.

Евгений Грабчак Атăлҫи тăрăхĕнче вырнаҫнă регионсенче электричествăпа тивĕҫтерс  ыйтусемпе лайăх ĕҫленине каланă.  Кăтартусем те аван тенĕ вăл сăмаха малалла тăснă май.

«Электричествăпа тивĕҫтерекен службăсен пурлăх бази пуянланса пырать. Пысăк технологийĕн витĕмлĕхĕ куҫкĕретех.  Ку вара чи кирли.  Инвестици явăҫтарма та условисем паха.  Ҫĕнĕлĕхсене куратпăр, малашне те республикăра кун пек пысăк ӳсĕмсем пулассине шанатпăр», - тесе каланă Министр ҫумĕ.  

Тĕлпулу вăхăтĕнче республика территорийĕнче электротехника кластерне аталантарасси пирки ыйтăва сӳтсе явнă, сăмах май, сумлă хăна шăпах та, ĕҫлĕ визитпа регионта пулнă май хăш-пĕр предприятисен ĕҫĕпе паллашма кăмăл тунă.  

Фоторепортаж



04 августа 2020
15:50
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter