РФ Правительствин электричествăпа тивĕçтерессин хăрушсăрлăхĕ енĕпе ĕçлекен комиссийĕн /федераци штабĕн/ ларăвĕ иртрĕ

Шупашкарта ытларикун РФ Правительствин электричествăпа тивĕçтерессин хăрушсăрлăхĕ енĕпе ĕçлекен комиссийĕн /федераци штабĕн/ ларăвĕ иртрĕ. Унта Атăл тăрăхĕнчи субъектсен электроэнергетикăпа ЖКХ объекчĕсене çитес хĕле хатĕрлес ыйтусене сÿтсе яврĕç.

Штаб çурт-йĕре хутса ăшăтмалли тапхăр пуçланиччен çакнашкал ларусене кашни округрах ирттерет. Маларах Инçет Хĕвел тухăçĕнче пулнă, унти лару-тăрăва тишкернĕ. Халь черет Атăлçи округне çитнĕ. Раççей энергетика министрĕн заместителĕ Евгений Грабчак ларăва уçнă май палăртнă тăрăх, коронавируспа çыхăннă лару-тăру потребительсене электроэнергипе, ытти ресурспа тивĕçтерессине те пысăк витĕм кÿнĕ. Атăлçи округĕнче коронавирусăн çак сферăри сиенĕ пушшех курăмлă. Кунта электричествăпа усă курасси палăрмаллах чакнă. Чăн та, халь ĕç-пуç аванланни сисĕнет, Евгений Петрович киловатсемпе усă курасси çулталăк вĕçленнĕ тĕлелле пĕлтĕрхи шая хăпарсасса шанать.

Çав вăхăтрах энергетика объекчĕсен шанчăклăхĕ çирĕпленсе пыни савăнтарать. Унчченхи çулсемпе танлаштарсан пĕлтĕр тата кăçал аварисен шучĕ темиçе хут чакнă. Министр заместителĕ çакă чи малтан çанталăкран килнине те палăртрĕ-ха — тустаракан-аркатакан хăрушă çил-тăвăлсем, çавнашкал ытти инкек пулман. Çапах техника кăлтăкĕсенчен килекен аварисен шучĕ те палăрмаллах пĕчĕкленнĕ, ку вара, паллах, энергокомпанисен персоналĕн ĕçĕн кăтартăвĕ.

Апла пулин те лăпланса ларма юрамасть. Евгений Грабчак Тутарстанра, Пермь крайĕнче çанталăк çурла уйăхĕнче энерегтиксен çивĕч лару-тăрура ĕçлессипе çыхăннă хатĕрлĕхне тĕрĕслеме пултарасси пирки асăрхаттарчĕ — çавнашкал прогнозсем пур, эппин, сыхлăха самнтлăха та çухатма юрамасть.

Энергетикăпа ЖКХ объекчĕсене хĕле хатĕрлесси пирки сăмах пуçарнă май министр заместителĕ çак ĕçе потребительсем усă курнă ресурссемшĕн тÿлесси чакни япăх витĕм кÿни пирки каларĕ. Апла тăк тÿлев дисциплинине кирлĕ шайра тытас енĕпе тивĕçлĕ компанисен кăна мар, регионсен влаçĕсен те тимлĕ пулмалла. Чăваш Ен пирки те сăмах пулчĕ. Республикăра электроэнерги туса кăларасси тата унпа усă курасси чакас туртăм пур, киловатсем енĕпе дефицитлă шутланакан регионăн та тÿлевсене пухас тĕлĕшпе çине тăрса ĕçлемелле.

ЧР Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Олег Николаев комисси ларăвне шăпах Шупашкарта ирттерме йышăннăшăн тав турĕ — ку регионшăн усăллă пулĕ. Кун йĕркинчи çивĕч ыйтусене сÿтсе явнипе кăна та мар. Хăнасен кунти программине республикăри электротехника кластерĕн предприятийĕсене çитсе курассине те кĕртнĕ, çакă ытти республикăпа облаçăн энергетика об±екчĕсенче вĕсен продукцийĕпе усă курассине анлăлатма пулăшĕ. Пирĕн предприятисен вара кăтартмалли пур — цифра подстанцийĕсем таранах. Çĕршыв цифра трансформацийĕн çулĕ çине тăнине кура ку чăннипех пысăк пĕлтерĕшлĕ.

www.hypar.ru

Николай КОНОВАЛОВ.



04 августа 2020
14:59
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter