Конституци волонтерӗсене ырă кăмăлпа ӗҫленӗшӗн тав тунă

Волонтеров Конституции поблагодарили за работуҪурла уйăхĕн 4-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуҫлăхĕн тивĕҫĕсене вăхăтлăх пурнăҫлакан Олег Николаев Пĕтĕм Раҫҫейри «Конституци волонтерĕсем» обществăлла  тытăмра ырă ĕҫ тăвакансемпе уҫă калаҫу ирттернĕ.  

Регион Пуҫлăхĕн тивĕҫĕсене вăхăтлăх пурнăҫлакан хастарсене ҫĕршывăн тĕп саккунне ҫĕнĕлĕхсем кĕртес тĕлĕшпе ирттернĕ пĕрлехи сасăлава йĕркелеме витĕм кӳнĕшĕн мухтаса тав сăмахĕсем каланă.  

Олег Николаев хăйĕн сăмахĕнче Конституцине тӳрлетӳсем кĕртессипе йĕркеленĕ сасăлава кăҫал кăшăл вирус амакĕ алхаснă тапхăрта, хăйне евĕр йĕркеленине асăннă, халăхăн сывлăхне упрас, хăрушсăрлăхпа тивĕҫтерес тесе ҫирĕп йĕркесене пăхăнса пурнăҫланине каланă. «Кун пек тĕслĕх, йывăрлăхсене парăнтарма пĕлни, усал чир сарăласран асăрханни – пуласлăхри ытти тĕллевсене те татса пама витĕм кӳресси те куҫкĕретех», - тесе каланă ертӳҫĕ.  «Шанатăп, малашне те пĕрле нумай ĕҫ тума пултарассине.  Апла пулсан, кулленех пирĕн пĕрле тĕл пулса канашламалла, пĕрне-пĕри паха сĕнӳсемпе пулăшма пĕлмелле. Тав сире яваплăха туйса ырă кăмăл-туйăмпа ĕҫленĕшĕн», - тесе каланă регион Пуҫлăхĕн тивĕҫĕсене вăхăтлăх пурнăҫлакан Олег Николаев.  

Чăваш Ен Пуҫлăхĕн тивĕҫĕсене вăхăтлăх пурнăҫлакан ырă ĕҫ тăвакансене хавхалантарас тесе, Чăваш Енре пысăк хисепе тивĕҫнĕ волонтерсене кăкăр ҫине ҫакмалли ятарлă паллă тата хисеп грамотипе тивĕҫтерме йышăнăва ҫурла уйăхĕн 4-мĕшĕнче алă пусса ҫирĕплетнĕ.  «Палăртнă хисепе шăпах та, йышăнасси пирки пĕрле тĕл пулнă самантра та сахал мар сӳтсе явма тӳр килнĕччĕ. Кĕтнĕ ĕмĕтсем пурнăҫланчĕҫ те сирĕн», - тенĕ вăл сăмаха малалла тăснă май.    

Паллă пулăма Чăваш Республикин Пуҫлăхĕн Администрацийĕн Ертӳҫи  Вячеслав Борисов, Чăваш Республикин вĕренӳ тата ҫамрăксен политикин министрĕ Сергей Яковлев, Чăваш Республикин Тĕп суйлав комиссийĕн председателĕ Александр Цветков хутшăннă.

Мероприятинче хастарсене Тав ҫырăвĕсем парса чысланă.  Ҫамрăксен пуҫарăвĕсен центрĕн директорне Юлия Алановăна Чăваш автономи облаҫне 100 ҫул ҫитнине халалланă медаль парса хавхалантарнă.   

Палăртса хăваратпăр, Чăваш Енре  Конституци волонтерсен юхăмĕнче пурĕ 270 ытла яш-кĕрĕм вăй хурать. Палăртма кăмăллă, ҫамрăксем регионта пурăнакансене Конституцине кĕртнĕ ҫĕнĕлĕхсем пирки ҫав тери лайăх ăнлантарса пама пĕлнĕ. Вĕсен пĕлӳ шайĕ пысăк пулни куҫкĕретех.

Фоторепортаж



05 августа 2020
08:47
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter