Олег Николаев Шупашкарти "Ҫӗнӗ хула" микрорайон аталанӑвӗпе паллашнӑ

Олег Николаев познакомился с перспективами развития района «Новый город» в ЧебоксарахҪурла уйăхĕн 4-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуҫлăхĕн тивĕҫĕсене вăхăтлăх пурнăҫлакан Олег Николаев «Ҫĕнĕ хула» микрорайонта пулнă, унти ҫĕнĕлĕхсемпе паллашнă. Ҫывхарса килекен Строительсен професси уявĕпе «ИСКО-Ч» ушкăна ăшшăн саламланă.  

«ИСКО-Ч»  АО СЗ финанс директорĕпе Анна Леонтьевăпа регион Пуҫлăхĕн тивĕҫĕсене вăхăтлăх пурнăҫлакан Олег Николаев калаҫнă май, Чăваш Республикин тĕп хулин ҫĕнĕ микрорайон аталанăвĕн ĕҫĕ пирки тĕплĕн канашланă. Предприятийĕн ертӳҫи хăйĕн сăмахĕнче ҫурт-йĕрсем хута яма плана кĕртнĕ ҫĕр лаптăкĕ пĕтĕмпе 221 гектар пулнине хыпарланă.   Район куҫкĕретех ҫирĕп аталанса вăй илсе пырать тенĕ вăл сăмаха малалла тăснă май. 2009-2019-мĕш ҫулсенче пурĕ пурăнмалли ҫурт-йĕр - 56, 2020 ҫулта тата та 9 ҫурт хăпарса лартма плана кĕртнĕ тенĕ вăл. Атăлҫи федераци тăрăхĕнче чи илемлĕ те пысăк шкул пуласси те планра пур.  Пĕр сăмахпа каласан инфратытăм пĕтĕмпех паянхи пурнăҫпа тӳр килсе тăрĕ. Условисем хăтлă пулĕҫ, кунта пурăнакансен кăмăлне ҫĕклĕҫ.

Ҫул ҫӳреве пĕр тухнă пек чухне, Чăваш Ен Пуҫлăхĕн тивĕҫĕсене вăхăтлăх пурнăҫлакан тин ҫеҫ хута каякан объектсен строительство ĕҫĕсемпе те кăсăкланнă, хваттерсене кĕрсе курнă, условисемпе паллашнă.  

Палăртса хăваратпăр, паянхи куна илес пулсан, ҫӳлерех асăннă микрорайонта пурĕ 10 пин ытла ҫын пурăнать.  Вĕсенчен 4 пин ытла ҫамрăк, 17 ҫула ҫитекеннисем.   Микрорайонта ҫамрăксене валли ҫав тери лайăх условисем йĕркелесе панине курса ĕненнĕ Олег Николаев.  Ҫитĕнекен ăрăва, аслисене валли те мĕн кирли пĕтĕмпех пур.  Ҫамрăк   хĕрупраҫ Дарья Романова  палăртнă района пурăнма виҫĕ ҫул каялла куҫса килнĕ.  Ку чăнласах та, Шупашкарти чи хăтлă та илĕртӳллĕ район тесе хăйĕн сăмахне ҫирĕплетнĕ.  Аслă ҫулти Татьяна Негрозова хăйĕн савăнăҫне пытарайман. Вăл та, республика Пуҫлăхĕн тивĕҫĕсене вăхăтлăх пурнăҫлакан Олег Николаева  ырă сăмахсем каланă, 12-мĕш хутран Чăваш Енĕн тĕп хулине сăнаса пăхма ҫав тери илĕртӳллĕ пулнине, тавралăх  пурăнма, вăрăм ĕмĕрлĕ пулма хавхалантарать тенĕ.

Пĕтĕм чунтан тăрăшса ĕҫленĕшĕн строительсене Олег Николаев мухтанă.  

«Сире халăх ырăпа палăртни – хăйех пысăк хисепе тивĕҫ.  Кунта пурăнакансем сирĕн ĕҫпе кăмăллă. Вĕсене пурăнма килĕшет.  Чăваш Енри строительство предприятийĕсем хушшинче асăннă организаци  20 ҫул ытла ĕҫлесе чи ăнăҫлă пыракан виҫĕ предприяти йышĕнче тăрать.  Паллă, пуҫаруллă та ăста специалистсем ушкăнра тăрăшаҫҫĕ, вĕсем ыттисенчен пысăк тавра курăмлă пулнипе палăраҫҫĕ.  Малашне те ҫапла пултăрччĕ.  Ăнăҫусем сире сунатпăр», - тенĕ вăл.  

Уҫă калаҫу хыҫҫăн, тӳрех,  республика Пуҫлăхĕн тивĕҫĕсене вăхăтлăх пурнăҫлакан ĕҫре  хисепе тивĕҫнисене, патшалăх наградисене парса чысланă.

Фоторепортаж



05 августа 2020
07:55
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter