Чӑваш автономине йӗркеленӗренпе 100 ҫул ҫитнӗ ятпа кӑларнӑ медальпе чысларӗҫ

Чӑваш Республики Пуҫлӑхӗн тивӗҫне вӑхӑтлӑх пурнӑҫлакан Олег Николаев паян чӑвашлӑхшӑн тӑрӑшакан чылай хастара Чӑваш автономине туса хунӑранпа 100 ҫул ҫитнӗ ятпа кӑларнӑ медальпе чысларӗ. Вӗсен шутӗнче Виталий Петрович Станьял та пулчӗ.

Ҫавӑн пекех Чӑваш наци конгресӗн хастарӗсене те медальпе чысларӗҫ. Вӗсен шутӗнче Эдуард Бахмисов, Петр Ивантаев, Олег Мустаев, Алексей Леонтьев, Геронтий Никифоров, Зоя Яковлева, Николай Лукианов, Анатолий Ухтиаров тата ыттисем пулчӗҫ.

Чыслав Чӑваш наци музейӗн пысӑк залӗнче иртрӗ. Тухса калаҫакансен йышӗнче ЧНК президенчӗ Николай Угаслов, Чӑваш Республики Пуҫлӑхӗн тивӗҫне вӑхӑтлӑх пурнӑҫлакан Олег Николаев, чӑваш ҫыравҫи Анатолий Кипеч, Чӗмпӗр Ен чӑвашӗсен автономине ертсе пыракан Олег Мустаев тата ыттисем пулчӗҫ. Анатолий Кипеч, сӑмахран, республикӑмӑрӑн тӗп хулинче чӑвашлӑх сахалланса пыни пирки чарӑнса тӑчӗ, Олег Алексеевич ку ыйту тавра ӗҫлени пирки пӗлтерчӗ.

Аса илтеретпӗр, чӑвашлӑхшӑн самай вӑй хунӑ Виталий Петровича кӑҫал ҫавӑн пекех «Шупашкар районӗн хисеплӗ ҫынни» ята та панӑччӗ. Ку вӑл ҫу уйӑхӗнче пулса иртрӗ. Каласа хӑвармалла, Шупашкар районӗнчи Станьял ялӗнче ҫуралнӑ Виталий Петрович кӑҫал 80 ҫул урлӑ каҫрӗ.



https://www.chuvash.org/news/25893.html
05 августа 2020
19:08
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter