Олег Николаев чӑваш чӗлхипе культурине упраса хӑварас ĕҫсене пĕрле хутшăнса ĕҫлеме чĕнсе каланă

Олег Николаев призвал Чувашский национальный конгресс к совместной работе в вопросе сохранения чувашского языка и культуры Ҫурла уйăхĕн  5-мӗшӗнче республика Пуҫлӑхӗн тивĕҫĕсене вăхăтлăха пурнăҫлакан Олег Николаев Чӑваш наци конгресӗн Президиумӗн тата  ЧНК çумĕнчи Ваттисен Канашĕн пайташĕсемпе тӗл пулнă.

Тӗлпулура наци культурипе чӗлхе аталанӑвӗн ыйтӑвӗсене сӳтсе явнă.

Уҫă калаҫӑва Раҫҫей Федерацийĕн Патшалăх Думин депутачĕ Леонид Черкесов,  Чăваш Республикин Пуҫлăхĕн Администрацийĕн Ертӳҫи,  Чӑваш Республикин национальноҫсен ӗҫӗсен канашӗн председателӗ Вячеслав Борисов, Чӑваш Республикин культура, наци тата архив ӗҫӗсен министрӗ Роза Лизакова хутшӑннă.

Олег Николаев Чӑваш наци конгресӗ чӑваш халӑхӗн пултарулӑхпа наци культура вӑй-хӑватне пӗрлештерекен пӗлтерӗшлӗ институт пулнине палӑртнă. Федерацин Наципе культура автономийӗпе пӗрлех Раҫҫей тата Чӑваш Республикин территорийӗнче пурӑнакан халӑхсен представителӗсен Ассамблеийӗпе пӗрлех конгресс регионсен хушшинчи культура ҫыхӑнӑвӗсене, нацисем хушшинчи килӗшӳпе общество ҫирӗплӗхне анлăрах сарас тата ҫирӗплетес енӗпе пысӑк ӗҫ ирттернине палăртнă ертӳҫĕ.

Организацин ӗҫӗ-хӗлне регионта та анчах мар, унӑн тулашӗнче те чӑваш диаспорипе пĕрле ӗҫленӗ чухне тата анлӑрах та анлӑрах тума пуласса шанса каланă вăл.

"Паян патшалӑх политики наци чӗлхипе культурине пулӑшасси тата аталантарасси ҫине пысăк тимлĕх уйăрать. Ку тӗлӗшпе пирӗн тӗрлӗ ӗҫ тумалла, чӑваш чӗлхине комплекслӑн аталантарассипе ҫыхӑннӑ  паха тĕслĕхсене пурнăҫа кĕртмелле, халӑхӑн культура йӑли-йӗркисене аталантармалла, хаклӑ пуянлӑха пулас ӑрусене  вĕрентсе хăвармалла", - тенĕ регион Пуҫлăхĕн тивĕҫĕсене вăхăтлăха пурнăҫлакан.

Олег Николаев ЧНК пайташĕсене чӑваш чӗлхине аталантарассипе тата халӑхӑн хӑйне евӗрлӗ культурине упраса хӑварассипе ҫыхӑннӑ пуҫарусене пурнӑҫа кӗртес тӗлӗшпе  малашне те хастар ӗҫлеме чӗнсе каланă.

Чӑваш наци конгресӗн пайташĕсене "Чӑваш чӗлхине упрас, вӗренес тата аталантарас» патшалӑх программин проектне тата унӑнти пӗлтерӗшлӗ мероприятийӗсене сӳтсе явма сĕнет. "Вӑл хут ҫине ҫырса хунă ахаль ĕҫ кăна мар, пирĕн тĕп документ, вăй илсе аталанса пымалли хатĕр пулмалла", - тенĕ сăмаха ҫавăрса ертӳҫĕ.

Регион Ертӳҫин тивĕҫĕсене вăхăтлăх пурнăҫлакан  Чӑваш наци конгресӗн  пайташĕсемпе вырăнти халăхпа пĕрле тĕрлĕ фестивальсем,  Чăваш тĕррин кунне те йĕркелесе ирттерме сĕнӳ панă, ыйтусене тарăн сӳтсе явнă.

Чӑваш наци конгресӗн президенчӗ Николай Угаслов палӑртнӑ темӑсемпе тухӑҫлӑ ӗҫлеме хатӗр пулнине палӑртнă. "Чӑваш наци конгресӗн девизӗ  - "Пирӗн вӑй - пӗрлӗхре ".  Чӑваш автономи облаҫне йĕркеленĕренпе 100 ҫул «Пӗрле/Вместе»  лозунгпа тӳр килсе тăрать.  Апла пулсан пӗрле чӑваш халӑхӗн ырлӑхӗшӗн ӗҫлӗпӗр", - тенĕ вӑл.

Тӗлпулура Олег Николаев   чӑвашлӑхшӑн тӑрӑшакан чылай хастара Чӑваш автономине туса хунӑранпа 100 ҫул ҫитнӗ ятпа кӑларнӑ медальпе чысланӑ.

Фоторепортаж



06 августа 2020
08:28
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter