Чӑваш Ен Спорт министерствин ларăвĕнче тӗп тĕллевсене палӑртнă

На коллегии Минспорта Чувашии наметили главные направления работыҪурла уйăхĕн 6-мӗшӗнче "Шупашкар Арена" Пӑр керменӗнче Чӑваш Республикин Спорт министерствин ӗҫтешӗсен анлă ларӑвӗ  иртнĕ. Мероприятие Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗн тивĕҫĕсене вăхăтлăха пурнăҫлакан Олег Николаев хутшӑннӑ.

 Чӑваш Республикин социаллӑ пурнӑҫпа экономика аталанӑвӗн Комплекслӑ программине пурнӑҫланӑ шайра 2020-2025 ҫулсенче физкультурӑпа спорта аталантарса пымалли мероприятисем пирки ведомство ертӳҫи Василий Петров каласа панă. Программăра спорт инфратытӑмне, Чӑваш Енри пултаруллă спортсменсен ăсталăхне ӳстерсе пыма майсем туса хума палӑртнӑ.

Сӑмахран, министерство аслӑ ҫулти мӗнпур ҫын валли спортпа тӳлевсӗр усӑ курма сӗнет. Кунта паллă, енчен те спорт учрежденийĕсенче пушă вăхăтсем пулсан.  Сортсменсем тĕрлĕ хатĕрленӳ ĕҫĕсене ирттермен тапхăрсенче усă курма пулĕ ку майсемпе, енчен те йышăнăва пăхса тухса ҫирĕплетсен.  

Чӑваш Ен Спорт министерстви ҫавӑн пекех кӑҫалтан пуҫласа чӑваш спортсменӗсем - Раҫҫей пӗрлештернӗ командин йышне лексен, вĕсене валли стипенди йӗркелеме палӑртать. Халӗ ку ыйтăва Чăваш Республикин Финанс  министерствипе пĕрле сӳтсе яваҫҫĕ.

"Пирӗн пӗрлехи ӗҫ - Чӑваш Енре пурӑнакан кашни ҫынна валли спорта ҫӳреме кирлĕ пек хăтлă условисем йĕркелесе парасси.  Министерствăри  кулленхи ĕҫсене ҫĕнĕлле пăхса тухсан та аван, паянхи пурнăҫпа килĕшсе тӳр килсе ĕҫлесе пымалла", - палӑртнă Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗн тивĕҫĕсене вăхăтлăха пурнăҫлакан.

Раҫҫей Президенчĕ Владимир Путин ялта пурăнакансене ытларах спорта явăҫтармалли пирки кулленех палăртать. Кăтартăва 70 процент патне илсе ҫитерме тăрăшмалла.  Ҫак тĕллевсене пурнӑҫлас тесен, физкультурӑпа спорт сооруженийӗсемпе  тухӑҫлӑ усă курмалла.

Лару вӗҫӗнче Олег Николаев Чӑваш Ен Спорт  министерствин ӗҫтешӗсене  ҫывхарса килекен Физкультурник кунӗ ячӗпе саламланă, хисепе тивĕҫнисене Чӑваш автономи облаҫне йĕркеленĕренпе 100 ҫул ҫитнине халалланă наградӑсене парса чысланă.

Фоторепортаж



06 августа 2020
18:38
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter