Олег Николаев строительсен професси уявӗ умӗн, хисепе тивĕҫнисене савăнăҫлă лару-тăрура чысланă

Олег Николаев наградил строителей в преддверии их профессионального праздникаҪурла уйăхĕн 6-мĕшĕнче Правительство ҫуртĕнче Чăваш Республикин Пуҫлăхĕн тивĕҫĕсене вăхăтлăха пурнăҫлакан Олег Николаев регионти ăста строительсене, вĕсен професси умĕн савăнăҫлă лару-тăрура патшалăх наградипе чысланă, вĕсем республикăн социаллă пуцрнăҫĕпе экономика аталанăвне пысăк тӳпе хывнине палăртнă.

«Строитель пĕлтерĕшĕ кашни ҫыншăн пысăк.  Паянхи пурнăҫ таппинче строительство тытăмĕнче ҫĕнĕрен те ҫĕнĕ технологи пурнăҫа кĕрсе пырать.  Нумаях пулмасть, эпĕ «Стройтрест №3» тата «Иско-Ч» предприятинче пулса куртăм.  Вĕсен пысăк технологийĕсене курса ĕнентĕм. 90-мĕш ҫулсенче кун пек ҫĕнĕлĕхсем пуласса эпир ĕненмен те. Паян, палăртма кăмăллă, условисем чаплă, технологисем паха», - тесе каланă хăйĕн сăмахĕнче Чăваш Ен Пуҫлăхĕн тивĕҫĕсене вăхăтлăха пурнăҫлакан.

"Сирӗн пархатарлă ӗҫӗре пула Чăваш Республики хитреленет, ӳсет, аталанать. Эсир ҫынсене савăнтарса пурăнмалли ҫӗнӗ ҫуртсем ҫӗклетӗр, социаллă объектсем, промышленноҫ, инфратытăм объекчӗсене тăватăр тата реконструкцилетӗр, картишсемпе общество территорийӗсене хăтлăлататăр. Эсир республика аталанăвӗшӗн тăрăшса ӗҫлеме пултарни патшалăхăн пысăк пӗлтерӗшлӗ тӗллевӗсене, наци проекчӗсенче тата регион аталанăвӗн комплекслă программинче палăртнăскерсене, ăнăҫлă пурнăҫласса шанма май парать", - тенӗ  вăл.

«Пирĕн объектсене хитре те илĕртӳллĕ тума пĕлмелле. Пахалăх пирки те манма юрамасть. Ҫуртсем нумай ҫул хушши халăха савăнтарччĕр», - тесе палăртса каланă Олег Николаев.   

Йăлана кĕнĕ тăрăх, савăнăҫлă мероприятийĕнче строительствăра ĕҫлесе пысăк хисепе тивĕҫнисене патшалăх наградисене парса хавхалантарнă.  Чăваш Республикин тава тивĕҫлĕ строителĕ ята пурĕ ҫичĕ ҫын илме тивĕҫлĕ пулнă, ытти ентешсене Чăваш автономи облаҫне йĕркеленĕренпе 100 ҫул ҫитнине палăртакан медаль парса чыс тунă.  

Фоторепортаж



07 августа 2020
08:17
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter