Чăваш Республикин Пуҫлăхĕн тивĕҫĕсене вăхăтлăха пурнăҫлакан Олег Николаев Серби Республикин инноваци министрĕпе Ненад Поповичпа ĕҫлĕ тĕлпулу ирттернĕ

Олег Николаев встретился с министром инноваций и технологического развития Сербии Ненадом Поповичем Ҫурла уйăхĕн 7-мĕшĕнче Правительство ҫуртĕнче Чăваш Республикин Пуҫлăхĕн тивĕҫĕсене вăхăтлăха пурнăҫлакан Олег Николаев Серби Республикин инноваци министрĕпе Ненад Поповичпа ĕҫлĕ тĕлпулу ирттернĕ.

Ертӳҫĕсем уҫă калаҫу вăхăтĕнче  тĕрлĕ сферăри  ҫыхăнусене сарасси пирки сӳтсе явнă.  

«Раҫҫей тата Серби хушшинче тухăҫлă ҫыхăну тахҫантанпах хуҫаланать.  Тен, эпир Чăваш Енпе Серби Республикине тӳрремĕнех ҫыхăнмалли ҫул-йĕрсене тупса палăртăпăр», - тенĕ Чăваш Республикин Пуҫлăхĕн тивĕҫĕсене вăхăтлăх пурнăҫлакан. Сăмах май, регион Ертӳҫин тивĕҫĕсене вăхăтлăха пурнăҫлакан кăҫал Чăваш автономи облаҫне йĕркеленĕренпе 100 ҫул ҫитнине паллă тунине асăннă, сумлă хăнана медаль парса чыс тунă.

«Республика наградине илме хавас. Эпĕ Чăваш Республикине яланах юрататăп.  Кунта 1994 ҫултан пуҫласа 26 ҫул хушши ĕҫленĕ», - тесе пĕлтернĕ Ненад Попович.     Раҫҫейĕн стратегиллĕ партнерĕ яланах Серби пулнине палăртнă вăл,  Европăпа та тачă ҫыхăнса ĕҫление хыпаланă сăмаха малалла тăснă май. Европăра Раççее нихçанхинчен вăйлăрах хисепленине палăртнă, çакă чи малтанах Раççей тытса пыракан политикăпа, çирĕп позиципе, çĕршывра социаллă политика пĕлтерĕшне хакланипе сăлтавланнă тенĕ вăл. Тĕрлĕ сферăпа ĕҫлеме хатĕррине те палăртнă сумлă хăна.

«Пĕлетĕп, тĕп пуянлăх Чăваш Енĕн – кунта пурăнакан халăх. Эсир паха специалистсемпе палăратăр. Калăпăр, электротехника тытăмне Раҫҫейре кăна мар, Европа шайĕнче те лайăх пĕлеҫҫĕ», - тесе каланă Сербийĕн инноваци министрĕ.    

Фоторепортаж



07 августа 2020
16:20
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter