Олег Николаев Георгий Фомиряков ӳнерҫĕне "ЭТНО – Я– FUTURUM" кӗнеке калăпласа кăларнă ятпа саламланă

Олег Николаев поздравил художника Георгия Фомирякова с выходом книги «ЭТНО – Я– FUTURUM»Ҫурла уйăхĕн 6-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуҫлăхĕн тивĕҫĕсене вăхăтлăха пурнăҫлакан Олег Николаев  Чăваш Республикин тава тивĕҫлĕ ӳнерҫĕн Георгий Фомиряковăн  «ЭТНО – Я – FUTURUM» кĕнеке-альбомне презентацилессипе йĕркелесе ирттернĕ савăнăҫлă мероприятине хутшăннă.

Паллă пулăпа «Республика» Ĕҫ центрĕнче ирттернĕ.  

Сумлă ентешĕмĕрĕн, Георгий Фомиряковăн ăсталăхĕ Чăваш Ен культуришĕн ҫав тери пĕлтерĕшлĕ пулнине, унăн хăйне евĕрлĕ тĕнче курăмлăхĕ пурин чунне те пырса тивнине, культурăна тарăнрах тĕпчесе пĕлме хистенине палăртса каланă Олег Николаев

«Паян, эпир сирĕнпе пĕрле паллă ҫын пирки калаҫатпăр. Вăл культурăна ăша хывса пурăнать. Унăн пысăк ăсталăхĕ мĕнпур халăха савăнтарать. Паянхи пурнăҫ таппинче кирек-епле ҫынна  унăн ӳкерчĕкĕсем, кĕнеки тыткăна илесси пĕрре те иккĕлентермест.  Вăл малашлăх ҫине тĕллевлĕн, пысăк курăмпа ăнкарать», - тесе каланă регион Пуҫлăхĕн тивĕҫĕсене вăхăтлăха пурнăҫлакан.    

Савăнăҫлă лару-тăрура сумлăран та сумлă кĕнекен авторне Георгий Фомирякова тата Чăваш кĕнеке издательствин тĕп редакторне Валерий Алексеева, СССР Писательсен союзĕн пайташне Атнер Хусанкая Чăваш автономи облаҫне йĕркеленĕренпе 100 ҫул ҫитнине палăртакан медале парса чысланă, Чăваш Республикин культурине аталантарас  ĕҫе пысăк тӳпе хывнăшăн тав тунă.

Уявра Георгий Фомиряковăн тус-юлташĕсем, ҫывăх ҫыннисем пулнă, вĕсем искусство ĕҫченне ырлăх-сывлăх, малашнехи пурнăҫра тата та пысăк ҫитĕнӳсемпе палăрма сĕннĕ.

Чăваш Республикин Художниксен союзĕн председателĕ Николай Андреев пултаруллă ентешĕмĕре чун-чĕререн ăшшăн саламланă, чăнласах та, тăван тавралăха юратни унăн кашнин ӳкерчĕкĕнче палăрса тăрать тесе ҫирĕплетсе каланă.    

Георгий Фомиряков  ҫитĕнекен   ăрура унăн ĕҫĕсем тивĕҫлĕ вырăн йышăнасса  палăртнă. Ку кӗнекене шӑпах та, ҫамрӑксем валли хатĕрленĕ тесе каланă сăмаха ҫавăрса.

Этнофутуризм хӑй стилне мӑн асаттесен ҫӗрӗ ҫинче тӳрремӗнех тупни ҫинчен каласа панă. Шупашкар районӗнчи Чаканар ялӗнче ăсталăха туптанине аса илнĕ. Унта вӑл пултарулӑх эксперимент мастерскойӗ, галерея тата авалхи музей туса хатӗрленӗ. Хӑйӗн ҫуртне вара вӑл "Сарă хĕвел" тенӗ.

Фоторепортаж



07 августа 2020
09:07
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter