Чӑваш Республикин «Культурӑпа туризма аталантарасси» программӑн «Чӑваш чӗлхине упрасси, вӗрентесси тата аталантарасси» ҫумпрограммине паллă ăсчахсемпе, Чăваш енĕн сумлă ҫыннисемпе сӳтсе явнă

В Чувашии обсуждают проект подпрограммы «Сохранение, изучение и развитие чувашского языка»Ҫурла уйăхĕн 7-мĕшĕнче, Наци вулавӑшӗнче Чӑваш Республикин «Культурӑпа туризма аталантарасси» программӑн «Чӑваш чӗлхине упрасси, вӗрентесси тата аталантарасси» ҫумпрограммине  паллă  ентешсемпе, ăсчахсемпе, Чăваш енĕн сумлă ҫыннисемпе  сӳтсе явнă.

Мероприятине Чăваш Республикин Пуҫлăхĕн тивĕҫĕсене вăхăтлăха пурнăҫлакан Олег Николаев, Чăваш Республикин культура министрĕ Роза Лизакова тата та ытти официаллă ҫынсем хутшăннă.   Сахал мар ҫынна йыхравланӑ, вĕсем пурте чăваш чĕлхи аталанăвне пысăк тӳпе хывнисем. Кун йĕркине кĕртнĕ ыйтусемпе тухса калакан ҫынсем чылайăн пулнӑ. Вĕсем  ҫумпрограммӑна пӗтӗмӗшле хак панă, хăйсен шухăшне пĕлтернĕ. Паллах, ҫавра сӗтеле йыхравланӑ ҫынсем пурте тенӗ пекех ӑна ыр сӑмахпа асӑннă.  Ҫумпрограммăна сӳтсе явма Чăваш Республикин Пуҫлăхĕн тивĕҫĕсене вăхăтлăха пурнăҫлакан хутшăнни уйрăмах пухăннисене хавхалантарнă.

Олег Николаев хăйĕн сăмахĕнче палăртнă документ питĕ пĕлтерĕшлĕ тенĕ, вăл наци культурипе йăли-йĕркине, чĕлхине аталантарма витĕм кӳнине палăртнă. Унăн тĕп тĕллевĕ чăваш чĕлхин сумне ҫӳле ҫĕклесси, ҫитĕнекен ăрăва тăван чĕлхене ăша хывса пурăнма вĕрентесси пулнине те каласа хăварнă ертӳҫĕ.

Чăваш Республикин тĕп хулинче уйрăмах чĕлхе аталанăвĕ ҫине пысăк тимлĕх уйăрмаллине, ыттисемшĕн унăн паха тĕслĕх кăтартса памаллине асăннă вăл.  Чăвашсен ҫĕр пин юрă, ҫĕр пир тĕрĕ, ҫĕр пин сăмах текен ăнлава хула хăтлăхне йĕркелессипе ҫыхăннă ĕҫсенче те усă курса, унăн пĕлтерĕшĕ тата та витĕмлĕрех сăнарланмаллине каланă республика Пуҫлăхĕн тивĕҫĕсене вăхăтлăха пурнăҫлакан.  Кун пирки паллă ăсчахсем тăтăшах аса илтерсе тăнине хыпарланă вăл.  

Каламасăрах паллă, ытларах чăваш чĕлхине ҫамрăксене ăша хывса пыма вĕрентмелле.  Ҫакна асра тытмалла, ҫынсене ӳкĕтлесе чăваш чĕлхипе калаҫма ыйтмалла мар. Пурин те хăйсен кăмăлĕпе, чун ыйтнипе ҫак ĕҫе пурнăҫламалла.  Интернет ярăмĕнче кулленхи пурнăҫра, паянхи технологисене тĕпе хурса чăваш чĕлхине аталанса пыма условисем йĕркелесси те кун йĕркинчех тăмалла.     Чăваш чĕлхине вĕрентес ĕҫе кăсăклă йĕркелесен, вăл пур-пĕрех пурин кăмăлне те уҫса ярасси никама та иккĕлентермест.

Регион Ертӳҫин тивĕҫĕсене вăхăтлăх пурнăҫлаканăн шухăшне Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕ Алла Салаева та ырланă, чăваш чĕлхине вĕрентекенсен ыттисене хавхалантарса  юратса вĕрентсе пымаллине каланă.

Паянхи уҫă калаҫăва пухăннисем Чăваш Республикин Пуҫлăхĕн тивĕҫĕсене вăхăтлăха пурнăҫлакана Олег Николаева, ҫак программăна йĕркелеме витĕм кӳнĕшĕн, пуҫаруллă пулнăшăн мухтаса тав сăмахĕсем каланă.         

Фоторепортаж



07 августа 2020
19:34
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter