COVID-19 чирпе аптракансен шучĕ Чӑваш Енре чакса пырать

Количество вновь фиксируемых случаев заболевших COVID-19 в Чувашии стабильно снижается Паян Чăваш Республикин Пуҫлăхĕн тивĕҫĕсене вăхăтлăха пурнăҫлакан Олег Николаев кăшăл вирус сарăлассипе кĕрешес енĕпе ĕçлекен оперативлă штабăн черетлĕ ларăвне ирттернĕ.

Чăваш Республикинчи Роспотребнадзор Управленийĕн ертӳҫин тивĕҫĕсене пурнăҫлакан Елена Прокопьева хăйĕн сăмахĕнче  республикăра кăшăл вируспа аптракансен йышĕ курăмлăнах чакса пырать тенĕ.   Вăтамран кунне 30 ҫын ытларах чирление асăнса хăварнă вăл. Юлашки эрнере Чăваш Республикинче чирлекенсене  питех нумай мар тĕслĕх  тупса палăртнă тенĕ ведомство ертӳҫин тивĕҫĕсене пурнăҫлакан сăмаха малалла тăснă май. COVID-19 амакĕ лăпланса пырать имĕш, лару-тăру ырă енне куҫать.

Чăваш Республикин сывлăх сыхлавĕн министрĕ Владимир Степанов республикăра чирлисене вăхăтра медицина пулăшăвĕпе тивĕҫтернине, пысăк технологи витĕмлĕхĕ ҫынсене вăраха кайса чирлесрен чарса пырать тенĕ.   Чирлесе сывалнисене валли те реабилитаци тухма условисем ҫителĕклĕ тенĕ ведомство ертӳҫи. «Надежда», «Чувашиякурорт» санаторисенче ҫынсен сывлăхне ҫирĕплетме, хавшанисене вăй илсе пыма та меллĕ тенĕ вăл сăмаха малалла тăснă май.  

Нумаях пулмасть, тĕрлĕ ҫĕре ҫитме май паракан вĕҫевсене уҫни пирки хыпарсем пулчĕҫ. Халăх туххăмрах хăйсене кăмăл каякан ҫĕршывсене канма кайма пуҫлани те куҫкĕретех.  Пирĕн тăрăха ют ҫĕршывсенчен килекеннисен патшалăх пулăшăвĕсен сайтĕнче ятарлă анкета тултарма тивет тесе каланă Елена Прокопьева. Кунсăр пуҫне виҫĕ кун хушшинче вĕсен анализ памалла, хăйсен кăтартăвĕсене патшалăх пулăшăвĕсен порталĕнче вырнаҫтармалла.  

«Пирĕн пата Раҫҫей гражданĕсенчен анкетăсем килме пуҫларĕҫ.  Вĕсен шучĕ сахалах мар.  Хăшĕсен лабораторийĕн тĕпчев ĕҫĕсем ҫук.  Енчен те саккунсене пăхăнса пымасан, йĕркене пăсаҫҫĕ пулсан, явап тыттарма тивет», - тесе каланă  тĕп санитари врачĕн тивĕҫĕсене пурнăҫлакан.     Регион Пуҫлăхĕн тивĕҫĕсене вăхăтлăх пурнăҫлакан мĕнпур йĕркене пурин те туллин пăхăнмалла тенĕ, уйрăмах Шупашкарти аэропорт ĕҫченĕсен палăртнă ыйтусем ҫине тимлĕх уйăрмаллине чĕнсе каланă. «Лаборатори пайне палăртса хумалла, анализ пама граждансене валли ҫителĕклĕ таран тестсем хатĕрлесе памалла», - тенĕ вăл.      



07 августа 2020
13:58
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter