Чăваш Республикин Пуҫлăхĕн тивĕҫĕсене вăхăтлăха пурнăҫлакан Олег Николаев: «Чӑваш чӗлхи анлӑн илтӗнтӗр, янӑратӑр»

Паян Чӑваш Ен Наци вулавӑшӗнче «Чӑваш чӗлхине сыхласа хӑварасси, тӗпчесси тата аталантарасси» ҫумпрограммӑна сӳтсе явнӑ. Вӑл — «Чӑваш Республикин культурӑпа туризмне аталантарасси» программӑн тӑсӑмӗ. Унта, сӑмах май каласан. Чӑваш халӑх сайчӗн редакторӗ Николай Плотников та хутшӑннӑ.

Надежда Смирнова журналист пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫумпрограммӑпа пуянлатассине Чӑваш Ен Элтеперӗн тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑх пурнӑҫлакан Олег Николаев пуҫарнӑ. Паян ҫумпрограммӑн проектне тишкернӗ.

Ӑна хатӗрлекенсем ӗнентернӗ тӑрӑх, ҫумпрограммӑн тӗллевӗ — чӗлхе политикине пурнӑҫа кӗртме майсем туса парасси.

«Чӑваш чӗлхине темшӗн вӗрентӳпе кӑна ҫыхӑнтаратпӑр. Вӑл ытти тытӑмра та анлӑн илтӗнтӗр, янӑратӑр. Пирӗн сирӗнпе пӗрле ҫак енӗпе ҫине тӑрса ӗҫлемелле», — тенӗ Чӑваш Ен ертӳҫи.



https://www.chuvash.org/news/25911.html
07 августа 2020
18:50
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter