Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗн тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑха пурнӑҫлакан Олег Николаев Пӗлӳ кунӗ ячӗпе саламлани

Чӑваш Енӗн хисеплӗ ҫыннисем!

Хаклӑ преподавательсем, вӗренекенсемпе

студентсем, ашшӗ-амӑшӗ!

Сире чаплӑ та чуна хумхантаракан уявпа – Пӗлӳ кунӗ ячӗпе са­ламлатӑп!

Чӑн малтанах, авӑнӑн 1-мӗшӗнче пуҫласа шкула килекенсене – пӗрремӗш классене – мӗнпур лайӑххине сунса чун-чӗререн саламлатӑп. Вӗсене малта ҫӗнӗлӗхсемпе пуян кӑсӑк та илӗртӳллӗ пурнӑҫ кӗтет.

Эпӗ тата университетсенчи, колледжсемпе техникумсенчи пӗрре­мӗш курссене, ҫавӑн пекех мӗнпур шкул ачипе студента, пӗлӳ тӗнчине илсе каякан ҫулпа малалла утӑмласа ҫирӗп ӑс пухма тӑрӑшакансене, ӑшшӑн саламлатӑп. Ҫӗнӗ ҫӗнтерӳсем тума ӑнтӑлни сире вӗренӳ ҫулӗ тӑршшӗпех вӑй парса хавхлантарса пытӑр!

Вӗрентекенсене уйрӑммӑн тав туса хӑваратӑп, вӗсен ӗҫӗ чӑннипех те пысӑк хисепе тивӗҫлӗ. Сире пултарулӑхра ҫитӗнӳсем, хавхалану, ҫи­рӗп сывлӑх, хӑвӑрӑн вӗренекенӗрсен юратӑвне тата хисепне туллин туйма сунатӑп!

Вӗренекенсемпе студентсен ашшӗ-амӑшӗ вара хӑйсен ывӑл-хӗрӗн ҫитӗнӗвӗсемпе мухтанма пултартӑр!

 

Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗн

тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑха пурнӑҫлакан                                      Олег Николаев



01 сентября 2020
07:00
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter